08 мая 2009 г.
Вăрçă кĕрленĕ çулсем хыçран-хыçа юлса пыраççĕ пулин те, унăн ахрăмĕ паянхи кун та чылай çынна çÿçентерет. Çав синкерлĕ кунсем уйрăмах ветерансемшĕн пурнăçра юн тĕсĕпе çырăнса юлнă.
Тăнăç, мирлĕ пурнăçшăн, çутă малашлăхшăн, тăшманпа çапăçăва кĕрсе вăрçă хирне пирĕн районтан та питĕ нумай салтак выртса юлнă. Телейне пула е ăнсăртран тăван яла каялла таврăннисем вара çулсеренех сахалланса пыраççĕ. Нăрваш Шăхаль ял тăрăхĕнче, сăмахран, паян аслă вăрçа хутшăннă вунă ветеран пурăнать. Вĕсенчен пĕри – Вăрманхĕрри Шăхалĕнче кун-çулне ирттернĕ Николай Иванович Авинов.
Картишĕнче çурхи хĕвел ăшшипе пукан çинче чĕлĕмне ватăлла паклаттарса ларакан арçын эпĕ калитке уçса кĕнине курса ерипен çеç тăчĕ те хăйне евĕр меслетлесе пÿрт умĕнчи пусмасемпе малалла кĕрсе кайрĕ. 67 çул ура пакăлчакĕ çинче йăтса çÿрекен тăшман пульли паянхи кунчченех ăна муталать. Çавăнпа та икĕ хутчен аманса урине суранланă ватă уксахламасăр утаймасть.
Паян вуннăмĕш теçеткере пырать ветеран. Пурнăç ăна ылтăн сăпкара сиктермен, яланах шурă кулач та çитермен. Çапах та çулне кура мар вăл: хуçалăхра та кĕштĕртетсе çÿрет, ăс-тăнĕпе те çивĕч-ха. Хăйĕн кун-çулĕн тапхăрĕсене вăл çулпа çеç мар, уйăхпа, кунпа ас тăвать.
Николай Иванович ялти 4 класлă шкултан вĕренсе тухнă хыççăн тÿрех колхоз ĕçне явăçать. Каярахпа вăйпитти каччă Ленинграда каять, кунта автобазăра грузчик пулса тăрăшать. Хăйĕн пурнăçне сыпăнтарса пымалăх укçа ĕçлесе илет. 1941 çулта кĕтмен çĕртен нимĕç фашисчĕсемпе аслă вăрçă пуçлансанах каччă ялти ытти çамрăксемпе пĕрле Улатăр районне кĕрекен Алтышево поселокĕ патĕнче окопсем, блиндажсем чавнă. Вăрман каснă çĕре те нумай хутшăннă. Пурнăç нушинчен айккинче тăрса юлман.
1942 çулхи январьте Вăрман-хĕрри Шăхалĕнчен пилĕк çынна вăрçа кайма ят тухнă. Вĕсем хушшинче Н. Авинов та пулнă. Çав кунхине Канашри пункта пирĕн районтан 157 çын кайнă. Тепĕр кунхинех вĕсене Комсомольски районĕнчи пĕр яла хваттерсене вырнаçтарса пулеметчика вĕрентнĕ. Ун хыççăн вара вăрçă çулĕпе тĕрлĕ вырăнсенче тăшманпа çапăçнă. Малтанхи хутĕнче вăл вĕрентÿ хыççăн Мускав облаçĕнчи Можайск хули çывăхне лекет. Пĕр хаяр çапăçура вара уринчен йывăр аманать. Ултă уйăх госпитальте выртать салтак. Ура пакăлчакне çĕмĕрнĕ снаряд катăкĕ лайăх утма та чăрмантарнă. Вăрçăра алăпа ура сусăр пулсан мĕнех тăвайăн; Çавăнпа та ăна вăхăтлăха киле сипленме отпуска яраççĕ. Çавăн чухне вăл декабрĕн 4-мĕшĕнче Александра Андреевна Кузьминапа пĕрлешсе çемье чăмăртать. Анчах каллех пурнăçĕ хăйсем шухăшланă пек пулса пымасть. Темиçе уйăхранах Николай Иванович тепĕр хут вăрçа тухса каять. Хальхинче вара вăл Великие Луки çывăхĕнче 357 номерлĕ полкра связист пулса çапăçать. Ытла та хаяр çапăçусем пулнине аса илет ветеран. Кашни сывă юлнă куншăн Турра тав тунă. Анчах каллех унăн шăпи синкерлĕ пулса тухать. 1943 çулхи ноябрĕн 30-мĕшĕнче кăкăр шăмминчен вăйлă аманать. Çак хĕрÿ çапăçура вăл ушкăнран пĕр-пĕччен тăрса юлать. Пурнас кунĕ пулнă-тăр çав салтакăн.
Госпитальтен сывалса тухсан Кенигсберг (хальхи Калининград) хулине ирĕке кăларнă çĕре хутшăнать, çакăнтах Çĕнтерÿ кунне кĕтсе илет.
1945 çулхи августăн 27-мĕшĕнче яла таврăннă хыççăн тÿрех ĕçе кÿлĕнет. Александра мăшăрĕпе фермăра та, арманта та, хуçалăхри пур стройкăра та ĕçленĕ. Кашни ĕçре ырă ят, хисеп çĕнсе илнĕ. Çав вăхăтрах Николай Иванович тăрăшуллă çемье пуçлăхĕ те пулнă. Александра Андреевнăпа вĕсем вунă ача пăхса ÿстернĕ. Халĕ вĕсем пурте ырă-сывă, çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче тымар янă. Александра Андреевна – “Ача амăшĕ – героиня”. Шел, вунă çул каялла вăл ĕмĕрлĕхех çемьерен уйрăлса кайнă.
Николай Иванович хăйĕн вăрăм ĕмĕрне чăн малтанах ĕçе юратнипе çыхăнтарчĕ. 40 çул вăл вĕлле усранă. Унăн çак ĕç чун йăпанăçĕ пулнă. 36 çемьене çитернĕ вăл ылтăн хуртсене. Пĕлтĕртенпе çеç çак ĕçе пăрахăçланă.
Ветеран паян ачисемшĕн чун юратнă атте, мăнукĕсемшĕн асатте, кукаçи. Питĕ пуян вăл мăнуксенчен, 36-ăн вĕсем, ветеранăн уяв умĕнхи савăнăçа пайлакансем.
А. ЕГОРОВА.