08 мая 2009 г.
Çĕнтерÿ тунăранпа 60 çул ытла иртрĕ. Çĕр-шыв пурнăçĕнчи çак аслă пулăм çынсен асĕнче, сăвă-юрăсенче, мраморпа сăрăсенче ĕмĕр-ĕмĕр упранĕ. Çав хăрушă вăхăтри юрăсем паян пурăнакансен чĕрине хумхатса янăраççĕ...
1941-1945 çулсенчи Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 65 çул çитес умĕн Пĕтĕм Раççейри халăх ăсталăхĕн “Çĕнтерÿ салючĕ” фестивалĕ иртет. Çакăн пирки Чăваш Республикин Халăх пултарулăх çурчĕн директорĕпе Лия Черновăпа калаçатпăр.
– Сирĕншĕн Çĕнтерÿ уявĕ мĕне пĕлтерет; Ăна мĕнле туйăмсемпе кĕтсе илетĕр;
– Çĕнтерÿ кунĕ Раççейри мĕн пур халăхшăн, кашни ăрушăн тĕп уяв пулса юлать. Компьютер вăййисемпе телешоусенчен воспитани илнисем валли патриотла воспитани ĕçĕ уйрăмах кирлĕ. Анчах та çакна пушă сăмахпа мар, тăван ял, çынсем çинчен каласа паракан витĕмлĕ мероприятисемпе пурнăçламалла, Аслă çĕнтерĕве çывхартнисене тав тумалла.
–Кăçал Чăваш Ен “Çĕнтерÿ салючĕ” фестивалĕн регионри центрĕ пулса тăраять-и;
– Çĕр-шывăн мĕн пур регионĕсенче Аслă Çĕнтерÿ 65 çул тултарнине халалланă фестиваль шучĕпе нумай-нумай пултарулăх мероприятийĕсем иртеççĕ. Фестиваль 2008 çулта Волгоградра пуçланнă. Иртнĕ çулхи фестивальре Чулхулара Чăваш Енĕн творчество делегацийĕн “Салтак яланах салтак” программи Атăлçи федераллă округĕнче чи лайăххи пулчĕ. Фестиваль çĕр-шыв хулисемпе ялĕсем урлă малалла пырать. Октябрьте вăл Шупашкара çитет.
– Хальхи вăхăтра республикăра “Çĕнтерÿ салючĕ” фестивалĕн мĕнле мероприятийĕсем ир-теççĕ;
– Чăваш Енре çав ятпа халăх пултарулăхĕн фестивалĕ пырать. Вĕсем: ветерансен юрă ăсталăхĕн “Çак çурхи куна манма май çук”, вăрçă вăхăтĕнчи халăх юррисен “Алăкран тухрăм, ай, пуç тайрăм...”, театрсемпе драма ушкăнĕсен “Мухтав ахрăмĕ”, ташă ушкăнĕсен “Ташша яра пар!”, ачасен пултарулăхĕн “Черчен чечексем” конкурссем. Тĕп вырăнта патриотизм туйăмĕ. Умра “Серебряных труб фанфары” тĕн кĕввисен фестивалĕ, ача-пăчан регионсем хушшинчи “Пĕчĕк çеç путене” фольклор фестивалĕ, патриотла клубсемпе пĕрлешÿсен “Çĕнтерÿ çуркунни” смотрĕ, декоративлă-прикладной тата ÿнер ăстаçисем япалисен “Çĕнтерÿ элемĕсем” курав-конкурс тата ытти те.
– Чăвашсен салтака ăсатассипе, вăрçă темипе çыхăннă йăли-йĕрки сыхланса юлчĕ-и;
– Çак тĕллевпе кăçал малтанхи хут Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнчи халăх юррисен “Алăкран тухрăм, ай, пуç тайрăм...” фестиваль-конкурсне йĕркелерĕмĕр. Пултарулăх ушкăнĕсем унта хастар хутшăнчĕç. Вăл юрăçсене çеç мар, куракансене те питĕ кăсăклантарчĕ. Кун пирки массăллă информаци хатĕрĕсем анлăн çутатрĕç. Çакă кăмăллă: пĕр сцена çинчех халăх фольклор ушкăнĕсем те, студентсем те, ачасем те юрларĕç. Салтаксен, салтак арăмĕсен, тăлăхсен юррисем янăрарĕç, “Салтака ăсатни” йăлана туса кăтартрĕç. Фестиваль темиçе тапхăрпа иртрĕ: ялсенче, районсенче, кустсенче. Унта Первомайски ял тăрăхĕнчи “Çăл куç” фольклор ушкăнĕ те палăрчĕ.
– Фестивале ача-пăча ушкăнĕсем хутшăнаççĕ-и;
– Сцена çинче ашшĕ-амăшĕпе пĕрле ачисем юрлани питĕ паха. Çакна “Алăкран, ай, тухрăм, пуç тайрăм...” фестиваль лайăх кăтартса пачĕ. Ачасем хутшăннипе Çĕнтерÿ юбилейĕ ячĕпе фольклор уявĕсем, хор, ташă, театр фестивалĕсем, çарпа патриотла клубсен конкурсĕсем пулĕç.
Ташă ушкăнĕсен “Ташша яра пар!” фестивальне пин ытла çамрăк ташăçă хутшăнчĕ. Вĕсен хушшинче Шăнкăртамри культура çурчĕн “Биляр” ташă ушкăнĕ нацилĕхпе тата йышĕпе хăйне евĕр çитĕнÿ турĕ.
Фестивальсем, конкурссем, ытти тĕрлĕ тупăшусем эпир пултаруллисен ăрăвне çитĕнтернине пĕлтереççĕ.
Н. АНДРЕЕВА
калаçнă.