15 мая 2009 г.
Çу уйăхĕн 9-мĕшĕ пирĕншĕн кашнийĕншĕн çывăх та аслă, тăван уяв. Çĕнтерÿ кунĕ çулран çулах аякка юлса пырать пулин те халăх кăтартнă паттăрлăх сÿнмест. Вăрçă хирĕнче пуç хунă, сусăрланса юлнă миллион-миллион çынна эпир яланах асра тытатпăр. Фронтовиксен паттăрлăхне малашне те хамăр чĕрере пархатарлăн упрăпăр. Вĕсене, тыл ĕçченĕсене арканнă çĕр-шыва аталанса кайма пулăшнăшăн яланах пуç тайăпăр.
Районта Аслă Çĕнтерÿ 64 çул çитнĕ ятпа кашни ял тăрăхĕнчех митингсем йĕркелерĕç. Район центрĕнче – Патăрьелĕнче те вăл чыслă та хисеплĕ иртрĕ. Уяв кунĕнче çанталăк та ветерансене, халăха саламлать, тейĕн. Çуркуннехи хĕвелĕн малтанхи пайăркисем митинга пуçтарăннă ватти-вĕттин кăмăлне тата ытларах ирĕке ячĕç. Вăрçă вăхăтĕнчи чуна тыткăнлакан кĕвĕ-çемĕ майăн Патăрьелĕнчи ĕç коллективĕсем чечек кăшăлĕпе тата çеçкесемпе вунă сехет тĕлне палăк-монумент умне пуçтарăнчĕç.
Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссариачĕ умĕнчен кашни вăрçă ветеранне палăк умне хисеплĕн УАЗ автомашинăпа илсе çитернĕ хыççăн уяв митингĕ пуçланчĕ. Ăна ăшă салам сăмахĕпе Патăрьел ял тăрăх пуçлăхĕ А. Ялуков уçрĕ. Малалла митинга пуçтарăннă çынсене, хаклă ветерансемпе тыл паттăрĕсене, салтак арăмĕсене, вăрçă тути-масине чăтăмлăн тÿссе ирттернĕ ытти паттăрсене район пуçлăхĕ Н. Глухов саламларĕ, малашнехи тăнăçлăхшăн, çак кунхи евĕр ăшă хĕвелшĕн шкул ачисемпе пĕрле тÿпене мир кăвакарчăнĕсене вĕçтерчĕ.
– Паянхи пурнăçшăн пирĕн районтан та питĕ нумай салтак вăрçă хирне выртса юлнă. Вĕсен паттăрлăхĕшĕн эпир яланах çĕре çити пуç таятпăр, вĕсене ятран асăнатпăр.
Синкерлĕ вăрçăран таврăннă ветерансен шучĕ те çулсеренех сайралса пырать. Çапах та паян эпир 168 вăрçă участникне, 237 тыл паттăрне, 39 салтак арăмне çак уяв ячĕпе ятран саламлама пултаратпăр. Ĕмĕрĕр вăрăм, сывлăхăр çирĕп пултăр сирĕн. Ватлăхăр канлĕ те лăпкă, тăнăç пурнăç çеç пултăр, – терĕ кĕскен район пуçлăхĕ.
Митинга хутшăннисене, ветерансене Чăваш Республикин Президенчĕ, Министрсен Кабинечĕ, Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерстви ячĕпе министр çумĕ С. Енилина, Патăрьел тата Шăмăршă çар комиссарĕ Д. Захаров, районти ветерансен канашĕн ертÿçи В. Владимиров, мĕн пур салтаксенчен çак кунсенче çартан таврăннă А. Константинов, шкул ачисен ячĕпе Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта вĕренекен Т.Паймукова Аслă Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе саламларĕç.
Ăшă салам сăмахĕсем хыççăн Патăрьелĕнчи шкулсенчи тата професси училищинчи ачасен пултарулăхĕпе çамрăк армеецсен парачĕ пулчĕ. Яланхиллех парада районти воин-афганецсем те хутшăнса илем кÿчĕç, Патăрьелĕнчи çар комиссариачĕ умĕнчи палăк, Кĕçĕн Патăрьелĕнчи Крепков палăкĕ умне гирлянда хурса пуç тайрĕç.
Митинг вĕçленсе пынă май кашни ĕç коллективĕ вăрçăран таврăнайман ен-тешсене хисеп те чыс туса палăк-монумент умне чечек кăшăлĕ хучĕ, ĕмĕрлĕх хĕлхемĕ умĕнче вĕсен паттăрлăхĕшĕн пуç тайрĕ.
Юлашкинчен уява хутшăннисем Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕн юрă-ташă ăстисен пултарулăхне пăхса савăнчĕç.
А. ЕГОРОВА.