АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ТĕРĕСЛЕВ МАЛАЛЛА ПЫРАТЬ

15 мая 2009 г.

Ял хуçалăхĕнчи техникăна патшалăх тĕрĕслевĕ витĕр кăларас тапхăр вĕçленчĕ. Хатĕррисен ретне пурĕ 587 хăй тĕллĕн çÿрекен машинăпа трактор тăратмалла пулнă, анчах та 245 кăна тĕрĕслев урлă тухнă. 339 “хурçă утран” – 245, 141 прицепран 40 çеç ĕçе тухма юрăхлă.

Техникăна палăртнă куна хатĕррисен ретне “Батыревский”, Ленин ячĕллĕ, “Малалла”, “Первомайск”, “Труд”, “Красное знамя”, “Исток” хуçалăхсем, улма-çырла питомникĕ тăратма пултарчĕç. Вĕсенче тракторсемпе прицепсене юсаса пĕтернĕ, ĕçе тухма хатĕрленĕ. Шел пулин те, техникăна тĕрĕслев урлă кăларасси патне çиелтен пăхакансем те пур. Юсавлă тракторпа çула тухма та кăмăллă.

Районти Гостехнадзор инспекцийĕн начальникĕ А. Думилин пĕлтернĕ тăрăх, хальхи вăхăтра промышленность предприяти-йĕсемпе çул-йĕре тирпейлекен организацисенче шутра тăракан техникăсене патшалăх тĕрĕслевĕ урлă кăларас тапхăр пырать. Пурĕ 120 ытла единица тракторпа хăй тĕллĕн çÿрекен машина шутра тăрать. Предприятисемпе организацисен те тĕплĕн хатĕрленмелле.

Паян уйрăм çынсенче те тракторсем нумай: 267 единица. Вĕсенчен 60 çеç патшалăх тĕрĕслевĕ витĕр тухнă. “Хурçă ут” хуçисем хăйсем кун пирки мĕн шухăшлаççĕ-ши; Сыхланакана Турă сыхлать теççĕ, çакăн пирки манас марччĕ.

О. ПАВЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика