АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ШАЛУ ПИРКИ САККУН çИРĕП ЫЙТАТЬ

15 мая 2009 г.

Патăрьел районĕн прокуратури финанспа экономикăри хальхи пăтăрмахсем вăхăтĕнче граждансен ĕçленĕшĕн шалу илмелли прави мĕнле пурнăçланса пынине уйрăмах тимлĕ сăнаса тăрать. Ку тĕллевпе предприятисемпе организацисем ĕçлекенсене шалăва вăхăтра тата туллин панине тăтăш тĕрĕслет. Тĕрĕслевсем кăтартнă тăрăх 2009 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕ тĕлне районта ĕç укçи парăмĕ нихăш предприятипе организацире те пулман.

Çапах та вăхăтлăх пăтăрмахсем сиксе тухаççĕ. Акă, кăçалхи пĕрремĕш кварталта ĕçлев законодательствине мĕнле пурнăçласа пынине 24 хутчен тĕрĕсленĕ, вăл шутра 20-шĕ шалу ыйтăвĕпе. Тĕрĕслевсем тăрăх ĕçлев законодательствине пăснăшăн 7 ертÿçĕ ячĕпе представлени тăратнă, вăл шутра 3-шĕ шалу тÿленипе. 12 протест, суда 160 ыйту ярса панă. Шутласа хунă, анчах тÿлемен ĕç укçине 567 пин тенкĕ тÿлеттернĕ. Унсăр пуçне 7 асăрхаттару панă. РФ КоАПĕн 2-мĕш пайĕн 5.27 статйипе пĕр административлă ĕç, 1-мĕш пайĕн 5.27 статйипе 3 ĕç пуçарнă.

Административлă ĕçсем, тĕпрен илсен, уйрăм предпринимательсем пирки. Акă, С. А. Молочникова предприниматель РФ Ĕçлев Кодексĕн 136-мĕш статйин 6-мĕш пунктне пăснă, шалăва уйăхра икĕ хутчен мар, пĕр хут çеç панă. Турханти Т. В. Антонова предприниматель чи пĕчĕк ĕç укçи пирки саккунлăха пăснă, “Рябинушка” лавкка сутуçине уйăхне 3-шер пин тенкĕ пĕр хут çеç тÿленĕ. Унсăр пуçне предприниматель ĕçлев килĕшĕвĕ туман. Çавăн пекех Т. Антонова страховани взносĕсене, Пенси фондне укçа тÿлемен.

Çакăн евĕр саккунлăха пăснисем Р. Н. Резяпов предпринимателĕн те пулнă.

Тĕрĕслев итогĕсем тăрăх, çÿлерех асăннă предпринимательсене Чăваш Республикинчи Патшалăх ĕçлев инспекцийĕ 2-шер пин тенкĕ административлă штраф тÿлеттернĕ.

Çакна манма юрамасть: шалу тÿлессипе саккунлăха çирĕп пăхăнмалла, граждансен Конституци прависене пăсмалла мар.

В. ПУТЯКОВ,

район прокурорĕн аслă пулăшуçи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика