АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ХАПĂЛ ТĂВĂР КУРАВА

15 мая 2009 г.

Чăн пурнăçра сайра-хутра çеç курăнакан япаласемпе тата пулăмсемпе куçа-куçăн тĕл пулма çынсене яланах кăсăклă. Çавăн шутне пирĕн республикăри чĕр чунсен тĕнчи те кĕрет. Вĕсен чăн пурнăçне чылайăшĕ пĕлсех каймаççĕ. Тĕслĕхрен, вăрманпа киленсе çÿрекенсенчен нумайăшĕ кашкăр, упа е пăши курнипе те мухтанаймасть. Мĕн калаçасси пур вăрман хуçисем пирки, енчен те пирĕнтен нумайăшĕ хамăрпа юнашар пурăнакан вĕçен кайăксене – çерçие, чĕкеçе, уйăпа та палламасть пулсан;

Патăрьелĕнчи “Çăкăр” халăх музейне Чăваш наци музейĕнчен халиччен нихăçан пулман тĕлĕнмелле курав килнĕ, вăл “Юмахра – хăнара” ятлă. Куравра хамăр республикăра пурăнакан чĕр чунсемпе кайăк-кĕшĕк кĕлеткисене чăн пурнăçри пекех кăтартса панă. Курав пирĕн “Çăкăр” халăх музейĕнче çĕртме уйăхĕн 2-мĕшĕчченех пулĕ.

Чăваш çĕр-шывĕ пысăках мар пулсан та, ÿсен-тăранпа чĕр чунсен тĕнчи питĕ пуян. Республикăри 60 ытла тĕрлĕ сĕтпе ÿстерекен чĕр чун, 260а яхăн вĕçен кайăк, 50 ытла пулă, 16 тĕрлĕ çĕрти-шыври чĕр чунсемпе çĕлен-калтасем пурăнаççĕ. Кунсăр пуçне тата 4500 яхăн çурăм шăммисĕр чĕр чуна тĕл пулма пулать. Сахал мар вĕт!

Пирĕн республикăри чи пысăк чĕр чун вăл – пăши. Вăл 400 кг яхăн таять, Сăр шывĕ çывăхĕнчи вăрмансенче пурăнать. Юлашки çулсенче пирĕн вăрмансенче хир сыснисен йышĕ палăрмалла ÿсни курăнать. Чăваш Енре тата юс, пăсара, енот евĕрлĕ йытă, тилĕ, мулкач, пакша тĕл пулаççĕ. Сăр çыранĕсем çинче хăнтăр йăвисене курма пулать. Чĕр чунсенчен нумайăшне çухалса пĕтесрен сыхлаççĕ. Çавăнпа паянхи кун Чăваш Республикин “Хĕрлĕ кĕнекине” пичетлес ыйту пысăк вырăн йышăнать.

Чĕр чунсен тĕнчинче тĕлĕнмелле асамлăх, илемлĕх пытарăнса тăнăн туйăнать. Музей экспоначĕсене чăн пурнăçра та курма пулать. Çапах та “Юмахра – хăнара” курав питĕ кăсăклă. Алăкран малалла иртетĕн те... хăвна юмаха лекнĕн туятăн. Кама кăна курмастпăр-ха эпир кунта; Йăва, шапа пулнă патша хĕрĕ, чее тилĕ, кĕмĕл чĕрне... Çак курав ытларах ачасене килĕшет. Ашшĕ-амăшне те юратнă юмахсене аса илме, чĕр чунсене курма питĕ кăмăллă пулĕ. Унсăр пуçне пурте пĕлекен юмахсенчи йĕркесем куç тĕлне пулĕç. Акă, упа карçинкка тытнă, унпа юнашар тунката тăнине курсанах вара “Тунката çине ан лар, кукăле ан çи, асаттепе асанне патне илсе кай!” сăмахсем аса килеççĕ. Ачасен вара карçинккана уçса пăхас туртăм çуралать. Тен, чăнах та, унта кукăльсем выртаççĕ;

Упасем – тĕрлĕ тĕслĕ апат çиекен чĕр чунсем. Вĕсем те хутран-сиртен кукăльсемпе те апатланма пултараççĕ.

Упаран инçех мар йывăç тăрать, ун çинче вара “Винни Пух тата ыттисем” юмахри тăмана ларать. Йывăç туратти çинче тăмана çурчĕ çинчи шăнкăравĕ те çакăнса тăрать. Ачасем шăнкăрав çумне кантра вырăнне ашакăн хÿрине çыхса хунине те аса илеççĕ...

“Юмахра – хăнара” куравăн тĕп тĕллевĕ – çут çанталăка сыхласси, чĕр чунсен тĕнчине тĕплĕн пĕлме, вĕсен илемĕпе киленсе пурăнма вĕренесси.

В. МАЛЛИНА,

Патăрьелĕнчи “Çăкăр” халăх музейĕн директорĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика