15 мая 2009 г.
Районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр ĕçсĕррисене тата ĕç шыракан граждансене вăхăтлăх ĕçпе тивĕçтересси ăнăçлă пырать. Ишлĕ ял тăрăхĕнче çакнашкал сăлтавпа 21 çынна ĕçе явăçтарнă. Вĕсем тавралăха тирпей-илем кĕртеççĕ, ватăсемпе вĕсен çемйисене кил хуçалăхĕнче çурхи ĕçсене тума пулăшаççĕ. Акă, тăхăр çынран тăракан ушкăн Пăлапуç Нурăс ялĕнче йывăç турачĕсене иртет, хăрнă, ватă йывăçсене тĕпрен касса тирпейлет.
Çу уйăхĕсем çитнĕ май ял çынни валли ĕç тупăнсах тăрать.
В. ЗАЙЦЕВ.