15 мая 2009 г.
Чупакансем йышлăн пулчĕç
Нăрваш Шăхаль стадионĕнче районти шкул ачисен спартакиадин программипе килĕшÿллĕн черетлĕ ăмăрту иртрĕ. Хальхинче çăмăл атлетсем тĕрлĕ енпе вăй виçрĕç.
Ăмăртăва аслă классенче вĕренекенсем 1500 метра чупса пуçларĕç. Финиша чи малтан В. Едифанов (Н. Шăхаль шкулĕ) çитсе кĕчĕ, ун хыççăн – Н. Павлов (Первомайски вĕрентÿ центрĕ), 3-мĕш вырăнта – А. Абрамов (А. Чемен шкулĕ). Хĕр ачасем те çак дистанцирех тупăшрĕç. Кунта каллех Н. Шăхаль шкулĕнчи А. Николаева мала тухрĕ. Ун хыççăн финиш йĕрне А. Павловăпа К. Алексеева (Первомайски вĕрентÿ центрĕ) татрĕç.
Тĕп шкулсен спортсменĕсем те 1500 метра чупрĕç. Чемпион ятне стадион хуçи А. Егоров çĕнсе илчĕ. А. Кошкин (К. Ахпÿрт) 2-мĕш, Н. Романов (Треньел) 3-мĕш вырăн йышăнчĕç. Хĕр ачасенчен чи хăвăрт чупаканни А. Никифорова (Ишлĕ) пулчĕ. Командăри юлташĕ А. Николаева 2-мĕш вырăнта, О. Смолова (Шăхач) 3-мĕшĕнче.
Малалла ăмăртăва 800 метра чупакансем тăсрĕç. Кунта Р. Мулгачев (Первомайски) чи лайăх вăхăт кăтартрĕ. И. Лекеровăн (Патăрьелĕнчи 2-мĕш шкул) 2-мĕш вырăн, А. Яковлевăн (Туçа) – 3-мĕш. Хĕр ачасенчен ку дистанцире К. Филиппова (Н. Шăхаль) чи вăйли пулчĕ. Ун хыççăнхи призлă вырăнсене Н. Кузьминăпа (Первомайски) М. Самделова (А.Чемен) йышăнчĕç.
Тĕп шкулсенчи хĕр ачасенчен А. Прокопьева (Ишлĕ) спартакиада чемпионки пулса тăчĕ. Ун хыççăн финиша А. Петрова (Н.Шăхаль), М. Акимова (Шăхач) çитрĕç. Арçын ачасенчен чи пултарулли каллех Ишлĕри А. Прокопьев иккен. 2-мĕш вырăнта Г. Иванов (Первомайски), 3-мĕшĕнче – А. Петров (Н. Шăхаль).
Стартра – 400 метра чупакансем. Вĕсем стадион тавра шăп пĕр çаврăм тумалла. Д. Иванов (А.Чемен) чи хăвăрт чупса тухрĕ. Икĕ секундран финиш йĕрне А. Адикин (Н.Шăхаль), унтан Л. Ильин (Первомайски) татрĕç.
Хĕр ачасенчен ку хушăра каллех Аслă Чеменсем палăрчĕç – Н. Иванова çĕнтерчĕ. 2-мĕшпе 3-мĕш вырăнсенче М. Забегаевăпа (Турхан) А. Григорьева (Н.Шăхаль). Тĕп шкулсенчи хĕр ачасенчен чи пултарулли – А. Андреева (Ишлĕ). 2-мĕш вырăнта А. Перепелкина (А. Туçа), 3-мĕшĕнче А. Шмелева (Первомайски). Арçын ачасем призлă вырăнсене çапларах йышăнчĕç: А. Прокопьев (Ишлĕ) – 1-мĕш, А. Верликов (Первомайски) – 2-мĕш, А. Астраханцев (А.Туçа) – 3-мĕш.
Черетре – 200 метрлă дистанци. Кунта А. Нянин (Патăрьелĕнчи 1-мĕш шкул) палăрчĕ. Ун хыççăн финиша Е. Глинкин (Туçа), А. Тимошкин (А. Чемен) кĕчĕç. Хĕр ачасенчен Е. Уткина (Туçа) 1-мĕш вырăна, М. Такташкина (Первомайски) – 2-мĕш, К. Чихина (Алманчă) – 3-мĕш вырăна тухрĕç. Тĕп шкулсенчен чи хăвăрт чупаканни А. Андреева (Ишлĕ) пулчĕ. 2-мĕшпе 3-мĕш вырăнсенче Ф. Мязитова (К.Чишма) тата А. Мышина (К.Ахпÿрт). Арçын ачасенчен А. Такташкина (Первомайски) çитекенни пулмарĕ. 2-мĕш вырăна Д. Сафин (К.Чишма), 3-мĕшне А. Лепешкин (Треньел) йышăнчĕç.
Пурте кĕтнĕ 100 метра чупакансен финалĕн вăхăчĕ те çитрĕ. Тăваттăн пĕр харăс старт илчĕç атлетсем. Чи лайăх вăхăт кунта Р. Шашкин (Первомайски) кăтартрĕ. Ун хыççăнхи вырăнсенче Р. Абитов (К.Чишма) тата А. Крылов (Н.Шăхаль). Хĕр ачасенчен ку дистанцире Н. Зотова (А.Чемен) чемпионка пулса тăчĕ. 2-мĕш вырăнта И. Кудряшова (Первомайски), 3-мĕшĕнче – Е. Киргизова (Алманчă). Тĕп шкулсен хĕр ачисенчен чемпионка ятне А. Калькина (Н.Шăхаль) çĕнсе илчĕ. А. Михайлова (Ишлĕ) 2-мĕш, Ю. Плешкова (А.Туçа) 3-мĕш вырăна тухрĕç.
Ытти енсем те хисепре
Йĕтре тĕртессипе те вăй виçрĕç шкул ачисем. Пилĕк килограмлă йĕтрене С. Фролов (А.Чемен) чи инçене тĕртсе чемпион пулса тăчĕ. Р. Абяновпа (Т.Сăкăт) Ф. Салахутдинов (Алманчă) 2-мĕшпе 3-мĕш вырăнсенче. Хĕр ачасем те ăнăçлă ăмăртрĕç. Малти виçĕ вырăна йĕркипе шутласа И. Гаврилова (Туçа), Н. Емельянова, Г. Петрова йышăнчĕç.
Малалла чупса пырса тăршшĕне сикекенсем ăмăртрĕç. Чи инçене Д. Гордеев (1-мĕш шкул) сикрĕ. 2-мĕш кăтарту И. Белаговăн (Шăнкăртам), 3-мĕш А. Андреевăн (Туçа). Хĕр ачасенчен 4 метра сикекенни пĕр çын çеç пулчĕ. Вăл – Т. Никитина (Первомайски). 2-мĕшпе 3-мĕш вырăнсене С. Николаевăпа (Туçа) А. Терентьева (Н.Шăхаль) йышăнчĕç.
Программăра чи юлашки 4х400 м эстафета пулчĕ. Вăтам шкулсенчи хĕр ачасенчен кунта Нăр-ваш Шăхальсене çитекенни пулмарĕ. Первомайскисем эстафетăн 2-мĕш, Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкул 3-мĕш вĕçлерĕç. Первомайскисем арçын ачасем хушшинче çĕнтерчĕç. 1-мĕш шкул команди 2-мĕш вырăнта, Туçасем – 3-мĕшĕнче. Тĕп шкулсен командисем хушшинче Анат Туçасем ăнăçлă ăмăртрĕç. Вĕсем хыçĕнче Кивĕ Ахпÿртсем, унтан – Шăнкăртамсем. Хĕр ачасенчен Ишлĕсем хастартарах пулчĕç те çĕнтерчĕç. 2-мĕш вырăнта Шăнкăртамсем, 3-мĕшĕнче – Анат Туçа хĕр ачисем.
Итогсене пĕтĕмлетнĕ хыççăн çакă палăрчĕ: 3890 очкопа Первомайски вĕрентÿ центрĕн команди çĕнтерчĕ. 2-мĕш кăтарту Нăрваш Шăхаль шкулĕн (3655), 3-мĕш – Туçари вĕрентÿ центрĕн.
Тĕп шкулсем хушшинче Ишлĕсем чи нумай очко пуçтарчĕç. Анат Туçасем – 2-мĕш вырăнта, Нăрваш Шăхальсем (6-9 классем) – 3-мĕшĕнче.
Ăмăртăва 15 вăтам тата 9 тĕп шкул команди хутшăнчĕ.
В. БОРОДКИН,
ăмăрту судйи.