20 мая 2009 г.
Районĕпе паяна уйрăм, фермер, коллективлă хуçалăхсене шутласан, 16875 пуç ĕне-выльăх, вĕсенчен ĕнесем – 8002. Сыснасен йышĕ 13933 пуç. Чылай хуçалăхра выльăхсен йышĕ хĕл каçа чакнă пулсан, “Красное знамя” (7 процент), “Батыревский” (6), “Первомайск” (4,5) Ленин ячĕллĕ (2), “Труд” (2 процент) хуçалăхсенче ĕнесен шучĕ ÿснĕ. “Звезда”, “Исток” хуçалăхсенче пĕлтĕрхи шайрах тăрать.
Çанталăк ăшăтнă май, кĕтÿ те тухма пикенчĕ. Ленин ячĕллĕ çĕр ĕç фирминче апрель уйăхĕн варринчех ĕнесене хире илсе тухнă. Хальхи вăхăтра “Батыревский”, “Красное знамя”, “Исток”, “Родина”, “Малалла”, “Тойси”, “Первомайск” хуçалăхсенче те симĕс курăк çинче çÿреççĕ.
Ĕнесем хĕвел çинче ытларах пулни сăвăмра та лайăх палăрать. Акă, “Батыревский” пĕрлешÿре пĕр ĕнерен талăкра 20,6 килограмм, “Звезда” хуçалăхра – 15,6, “Исток” агрофирмăра – 13,1, “Красное знамя” кооперативра – 12, Ленин ячĕллĕ агрофирмăра 12,8 килограмм сăваççĕ.
Кăçал çуллахи тапхăрта ĕне-вы-льăха ешĕл апатпа тивĕçтерес тĕллевпе кĕрхи культурăсем 103 гектар, нумай çул ÿсекен курăксем – 3638, пĕр çул ÿсекен курăксем 361 гектар уйăрнă. Ятарласа кĕтÿ çÿретмелли вырăн 2216 гектар шутланса тăрать.
О. ПАВЛОВА.