20 мая 2009 г.
Районти уголовлă ĕçсемпе тимлекен инспекцинчен пĕлтернĕ тăрăх кăçалхи тăватă уйăхра вĕсем тĕрлĕрен айăплавпа 130 çынна шута илнĕ. Ытларах арçынсем. Инспекцие шута илнисенчен 29-шне обязательнăй, 84-шне условнăй майпа, 15 çынна ĕçлесе юсанмалли условипе айăпланă. Хăйсен должноçĕпе транспорт хатĕрĕпе çÿремелли ирĕкрен хăтарнисем те пур. Çакнашкаллисем улттăн.
Уголовлă ĕçсемпе тимлекен инспекци хăйсен айăплавне ăнланса, ÿкĕнсе тÿрĕ çул çине тăракансене “хура” списокран кăларать. Çулталăк пуçланнăранпа аллă çыннăн ĕçне вĕçленĕ, тăххăрăшне вара çак сăлтавпах айăплавăн çур срокĕнчен хăтарнă. Çав вăхăтрах суд йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн районĕпе вун виçĕ çынна тимĕр решетке леш енне лартнă.