20 мая 2009 г.
Район прокуратури гражданла оборона объекчĕсене тытса тăмалли тата вĕсемпе усă курмалли саккунлăха мĕнле пурнăçласа пынине тĕрĕслерĕ.
Раççей Федерацийĕн гражданла оборона çинчен калакан саккунĕпе килĕшÿллĕн вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем хăйсен территорийĕсенче гражданла оборона мероприятийĕсене планласа ирттереççĕ, хÿтлĕх çурт-йĕрне хатĕр тытса тăраççĕ. Çавăн пекех предприятисемпе организацисем те саккунпа никĕсленсе ирттереççĕ хÿтлĕх мероприятийĕсене.
РФ Чрезвычайлă лару-тăру министерстви çирĕплетнĕ Положение тĕпе хурса муниципаллă тытăмлăхсем хÿтлĕх сооруженийĕсемпе техникăллă системăсене хатĕр тытса тăмалла, территорисен инженерла хÿтлĕхне анлăлатмалла, çитмен сооруженисене тума палăртмалла, уйрăм çын хÿтлĕх хатĕрĕсене çĕнетсе тăмалла, халăха вĕсемпе вăхăтра тивĕçтермелле тата ытти те.
Çÿлерех асăннă саккунпа положение пурнăçласа районта радиацирен сыхланмалли объектсене инвентаризаци туса тухнă. 2006 çулхи ноябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне ун пеккисем 47 пулнă. Вĕсенчен 11-шĕ çынсене йышăнма хатĕр, 36-шне вара юсамалла. Çак объексенчен 16-шĕ муниципаллă вĕрентÿ учрежденийĕсенче вырнаçнă. Тĕпрен илсен, пуринче те юсав кирлĕ. Вĕрентÿ учрежденийĕсен уставĕсемпе килĕшÿллĕн, вĕсен учредителĕ – Патăрьел районĕн администрацийĕ. Радиацирен хÿтĕлемелли ытти объектсем “Уют” тулли мар яваплă пĕрлешÿ (14) тата Туçа ял тăрăхĕ (4) çинче.
Правительствăн чрезвычайлă лару-тăруран асăрхаттарас, инкеке пĕтерес, пушар хăрушсăрлăхĕ туса хурас тĕлĕшпе ĕçлекен комиссийĕн кăтартăвĕпе район пуçлăхĕ гражданла оборона объекчĕсене хатĕр тытса тăрас, вĕсемпе усă курас тĕллевпе хушу кăларнă. Унпа килĕшÿллĕн хатĕр мар объектсене çынсене йышăнма юрхлă тумалли ĕçсене 2010 çулччен вĕçлемелле. Çавна май ятарлă организацисемпе кулленхи тата тĕпрен юсав ĕçĕсене пурнăçлама килĕшÿсем тумалла. Тĕрĕсленĕ кун тĕлне юсав ĕçĕсене пуçăнман, килĕшÿсем туман.
Асăннă фактсем тăрăх район прокуратури Патăрьел район, Туçа ял тăрăхĕн пуçлăхĕсем, “Уют” пĕрлешÿ ертÿçи ячĕпе представленисем тăратнă. Вĕсенче саккуна пăснă тĕслĕхсене хăвăртрах пĕтерме сĕннĕ. В. ПУТЯКОВ,
район прокурорĕн аслă пулăшуçи.