АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Алă ирĕклĕхĕшĕн айăпланă

20 мая 2009 г.

Патăрьел районĕнчи 1-мĕш суд участокĕнчи миравай судья Патăрьелĕнче пурăнакан Е.В. Антонов ĕçне пăхса тухнă. Вăл, ÿсĕрскер, мăшăрне Л.А. Антоновăна тĕп сакайне тĕртсе антарса хупнă. Малтан вĕсем хирĕçнĕ, ар-çын хĕрарăма хĕненĕ те.

Судра Е. Антонов хăй айăпне тĕрлĕ сăлтавсем тупса йышăнасшăн пулман. Анчах та тишкернĕ материалсем унăн айăпне çирĕплетнĕ.

Анчах та Л. Антонова суд вĕçлениччен мăшăрне каçарасси çинчен пĕлтернĕ. Е. Антонов та çакăн пирки ыйту çĕкленĕ. Çавна май суд РФ Уголовнăй Кодексĕн 1-мĕш пайĕн 116-мĕш статйипе никĕсленсе уголовлă ĕçе чарса лартма, Е.В. Антонов РФ Уголовнăй Кодексĕн 1-мĕш пайĕн 127-мĕш статйипе хаклакан преступлени тунă тесе ăна 6 уйăха условнăй йĕркепе ирĕкрен хăтарма йышăннă. Çавăн пекех унăн çак вăхăтра тÿрлетÿ органĕсене пĕлтермесĕр пурăнмалли вырăнне улăштарма юрамасть.

В. ЕГОРОВ,

районсем хушшинчи

следстви пайĕн аслă следователĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика