АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çын ĕçпе илемлĕ

20 мая 2009 г.

Ĕмĕр сакки сарлака, вăл мĕнле иртесси йăлтах хамăртан килет. Пархатарлă утса тухсан ачасем, мăнуксем валли те ырă ят юлать. Вăрманхĕрри Шăхаль ялĕнче çуралнă Анатолий Николаевич Раськин пирки “Труд” хуçалăхри специалистсем, пĕрле ĕçлекенсем ырăпа кăна калаçаççĕ. 21 çул хушши механизаторта тăрăшнă хыççăн 5 çул каялла ăна виççĕмĕш бригадăна ертсе пыма – бригадир пулма шаннă. Çавăнтанпа çак йывăр лава туртать те ĕнтĕ. Пĕлтĕрхи район акатуйĕнче 2007 çулхи ĕç кăтартăвĕсемпе “Чи лайăх бригадир” ята тивĕçнĕ.

Анатолий Николаевичăн мăшăрĕ те, Любовь Николаевна, хуçалăхрах тăрăшать. Доярка вăл. Çемьере икĕ ывăл çитĕнет. Вĕсем аш-шĕпе амăшĕшĕн чун уççи те, чи пысăк телей те.

– Манăн хамăн шкул пĕтернĕ хыççăн питĕ малалла вĕренес килетчĕ, анчах çемьери лару-тăрăва пула каяймарăм. Ачасене мĕнле йывăр пулсан та, хăйсен кăмăлĕсем пулсан, аслă пĕлÿ илме пулăшасчĕ, – тет А. Раськин.

Анатолий Николаевич, сăмах май, ачаллах район хаçачĕпе çыхăну тытнă. Шкулта пĕр-пĕр мероприяти иртсен, концертсем хыççăн заметкăсем çырнă. Аллине аттестат илнĕ хыççăн шăпах университета тăван чĕлхен илемлĕхне тата та ытларах туяс кăмăлпа ăс пухма кайма шут тытнă. “Авангард” хаçатран рекомендаци панă. Шăпа тени вара урăхларах сукмак ха-тĕрленĕ иккен. 18 тултарнă каччăна салтака илсе каяççĕ. Икĕ çул хĕсметре тăнă хыççăн тăван тăрăха таврăнать те тÿрех трактор рулĕ умне ларать. Малтан кустăрмаллă “хурçă утпа” тăрăшать, унтан – гусеницăллипе. Çурхи, кĕрхи ĕçсем вăхăтĕнче хирте “хуçаланнă”, “Ака чемпионĕ” хисепе пĕрре мар тивĕçнĕ.

Пурнăç кустăрми пĕр вĕçĕм малалла чупать. Авланса çемье çавăрма Канаш район хĕрне суйласа илет А. Раськин. 1995 çулта пĕрлешнĕ хыççăн çурт-йĕрне çĕнетме шутлаççĕ. Çурт лартасси нихăçан та çăмăл пулман, паянхи саманара пушшех те йывăр. Пуçа усман çамрăк мăшăр. Укçи-тенкине перекетлесе пÿрт хăпартаççĕ, йĕри-тавра хуралтă çавăраççĕ. Хуçалăх та вĕсене пулăшать: каялла тавăрса памалла мар 100 пин тенкĕ илеççĕ. Кашни пус шутра чухне мĕн пысăкăш пулăшу вĕт. Халĕ те Анатолий Николаевичпа мăшăрĕ выльăх-чĕрлĕх йышлă тытаççĕ, çапла майпа хушма укçа кĕртеççĕ.

– Ялта пурăннишĕн халь пĕрре те ÿкĕнместĕп. Хуларинчен нимĕнпе те катăк мар. Пÿрте газпа ăшăтатпăр. Ăшă шыв кĕртесси те йывăрлăх мар. Ĕç пур, тÿлеççĕ, çакă чи пахи, – тет А. Раськин хăйĕн пирки каласа панă май. Чăнах та ĕнтĕ, халь ялта та пурнăç услови хулари пекех. Ĕçлесессĕн, эрех-сăрапа иртĕхмесессĕн, çитĕнÿсем пу-лаççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ хуçалăхра Анатолий Николаевича шанса бригадир пулма суйланă.Пĕр-пĕр тракторист ĕçе тухаймасан ун вырăнне те вăл руль умне ларать, хăйĕн тивĕçне чунтан парăнса пурнăçлать. О. ПАВЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика