20 мая 2009 г.
çĕнетмелле пулсан, çулсерен пĕтĕмĕшле çуртсен 4 процентне юсама палăртнă. Анчах та пирĕн республикăра ку кăтарту 2005 çулта – 1,14, 2006 – 1,07, 2007 – 1,8, 2008 – 4,77 процентпа танлашнă. Çĕннисене тунисĕр пуçне киввисене те упрас тата вĕсен ĕмĕрне тăсас тĕллевпе республикăра “Чăваш Республикин территоринче вырнаçнă нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсасси” адреслă программа йышăннă. Ăна Раççей Федерацийĕн пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха реформăлама пулăшмалли Фонд çинчен калакан саккуна тĕпе хурса йĕркеленĕ.
Пирĕн районта хальхи вăхăтра шăпах нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсассипе тимлеме пуçланă. Патăрьел ялĕнчи Ленин проспектĕнчи – 3, 9, 11, 17, 19, 55, 57, 43, 47, 49, 51, Мичурин урамĕнчи 3, 9, 16, 18 çуртсен тăррисене, фасадсене тата электричествăпа тивĕçтерекен хатĕрсене тĕпренех çĕнетĕç. Стройка ĕçĕсене “Стройкомфорт”, “Энергострой”, “Чувашавтодор”, “Стандартстрой”, “Новый мир” пĕрлешÿсем пурнăçлĕç. Паяна Ленин проспектĕнчи 43,49 тата Мичурин урамĕнчи 18 çуртсене сиплеме пуçăннă.
Хуть ăçта та хальхи саманара укçа пысăк вырăн йышăнать. Юсав ĕçĕсене валли Раççей Федерацийĕн пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха реформăлама пулăшмалли Фондран – 10134276, республика бюджетĕнчен – 2000000, вырăнти бюджетран 2000000 тенкĕ уйăрма палăртнă. Нумай хваттерлĕ çуртра пурăнакансен хăйсен те мĕн пур укçан 5 процентĕнчен кая мар памалла. Çак кĕмĕлтен çурт тăррине юсама – 10512655, фасадсене улăштарма – 1758795, электричество хатĕрĕсене çĕнетме 2503888 тенкĕ каймалла.
Патăрьел ялĕ юлашки çулсенче нумай улшăнчĕ. Кивĕ çуртсене çĕнетсе урăх сăн кĕртсен тата та хитререх курăнĕ. О. БЕЛЬДЕКОВА.