20 мая 2009 г.
Патăрьелĕнчи 7-мĕш професси училищинче вĕренекенсем республикăри Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерствипе çамрăксен пултарулăх çурчĕ ирттерекен пĕрлехи конкурссене хутшăнсах тăраççĕ. Ял ачисем кашни-йĕнчех хăйсен ăсталăхĕпе палăраççĕ. Ку хутĕнче вĕсем “2009 çулхи çамрăк талантсем” смотр-конкурс çĕнтерÿçисем пулчĕç. Хор коллективĕ диплома тивĕçрĕ. “Асамат” фольклор ушкăнĕ те мала тухрĕ. Хĕрсемпе каччăсем кăтартнă “Çимĕк каçĕ” пурне те килĕшрĕ.
Юрă-ташă ăстисен пултарулăхне тĕрлĕ номинаципе хаклани паха. Сумлă жюри И. Забировăпа М. Хайбуллова вĕренекенсем кăтартнă номерсене вокал ансамблĕсен номинацийĕнче чи лайăххи тесе палăртрĕ.
Çакнашкал конкурс çулсеренех иртет. Унта республикăри училищĕсемпе техникумсенче вĕренекенсем хутшăнаççĕ. Патăрьелĕнчинче ăс пухакансен ăсталăхне ÿстерме вара районти юрăпа ташă ансамблĕн ертÿçи А. Шакинпа П. Никитин баянист пулăшаççĕ. Ахальтен мар конкурсран Анатолий Степанович та дипломпа таврăнчĕ. Ытти тиевĕ училище директорĕн вĕрентÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ И. Рубцова çинче. Ирина Петровна ĕçне те вырăна хурса хакларĕ жюри, дипломпа хавхалантарчĕ.
А. ИВАНОВА.