23 мая 2009 г.
Майăн 24-мĕшĕнче славян тĕнчи Кириллпа Мефодий çветтуйсене Асăнмалли куна паллă тăвать. Çав кунах Руçе тĕне кĕртнĕ. Раççейри халăхсен культурине тата историне çĕнетес тесе, славян просветителĕсен Кириллпа Мефодийăн асăну кунĕсене тĕнчипе паллă тунине шута илсе РСФСР Аслă Канашĕн Президиумĕ 1991 çулхи январĕн 30-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе çак куна Славян çырулăхĕпе культурин кунĕ тесе паллă тăвасси çинчен пĕлтернĕ.
Çаксене шута хурса Шупашкарпа Чăваш епархийĕ 2009 çулхи майăн 17-24-мĕшĕсенче Хĕреслĕ çÿрев ирттерет. Майăн 20-мĕшĕнче вăл Патăрьел районне çитрĕ. Шупашкар – Чăваш епархийĕн Митрополичĕ Варнава пил панипе çÿреве В. Петров иерей ертсе пырать.
Шăмăршăпа Патăрьел районĕн чиккинче Шупашкар – Чăваш епархийĕн делегацине Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р. Селиванов, 5-мĕш кăнтăр округĕн Благочиннăйĕ А. Сорокин протоиерей, районти тĕн çыннисемпе чиркĕве çÿрекенсем çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç. Хĕреслĕ çÿреве хутшăнакансем Патăрьелĕнче тăвакан çĕнĕ чиркĕве, Александр Невский чиркĕвне çитсе курчĕç. Унтан Хĕреслĕ çÿрев Елчĕк районне çул тытрĕ.
(Хамăр корр.).