23 мая 2009 г.
Ют çĕр-шывра килте ларнă çĕртех çуртра кирлĕ тавара компьютерпа суйласа илсе банк карттипе татăлса туянма май пулни çинчен пĕрре мар илтнĕччĕ-ха. Анчах халапри пек туйăнатчĕ вăл. Чăнахах иккен. Çак пурнăç хамăр пата та çитсе пырать. Çакна “Чăвашсбербанк” пĕрлешĕвĕн Патăрьелĕнчи филиалĕнче кăнтăр районĕсенчи хаçат ĕçченĕсемпе ирттернĕ çавра сĕтел хушшинчи тĕл пулура тепĕр хут çирĕплетме май пулчĕ. Малтанах калаçăва «Чăвашсбербанк» пĕрле-шĕвĕн общественноçпа çыхăнса ĕçлекен сектор заведующийĕ Н. Галкин пуçларĕ. Çак çĕнĕлĕхсене халăх патне çитерекен район хаçачĕсене ырларĕ. Çулленех банк системи ирттерекен “Ĕçлĕ перо” конкурс çинчен каларĕ. Сăмах май çакна та палăртмалла. “Авангард” хаçат та хутшăнать унта. Призлă вырăн та çĕнсе илнĕ.
Район хаçачĕсем – вырăнсенчи пĕртен-пĕр информаци çăл куçĕсем. Эрнере икĕ хутчен çитет вăл вулакан патне. Кирлĕ хыпарсем сахал мар пичетленеççĕ унта. Тиражĕ те ÿссех пырать пирĕн. Пахалăхĕ лайăхран, халăх патне кирлине çитерме пĕлнĕрен хушăнать йышăмăр, ÿсет хисепĕмĕр.
Юлашки вăхăтра предприятисем, учрежденисем работниксен ĕç укçине банка куçараççĕ. Заявлени çырса карта илсен банкоматран кирек хăш вăхăтра пырса ил. Харкам хăй картипе кунти çеç мар, хулари банкомат та тивĕçтерет клиент ыйтăвне. Касса умĕнче черет тăрасси çук. Е тата электроэнергипе, газпа, пурăнмалли хваттерпе, телефонпа усă курнăшăн та çав картăпах тÿлевĕсемпе татăлма пулать.
Пурнăç çĕнелсех пырать. Банк филиалĕсенче çĕнĕ вкладсемпе, çĕнĕ тивĕçтерÿсемпе, процент ставкисемпе паллашма пулать. Укçа упракансем ăна тĕрлĕ валютăпа хума пултараççĕ: тенкĕпе, долларпа.
Банкăн социаллă тивĕçтерĕвĕпе управляющи çумĕ А. Григорьев паллаштарчĕ. Ача пособийĕсене, пенсисене банк урлă илекенсем пур. Вăхăтра усă курманнисен процентпа укçи-тенки хушăнса пырать. Коммуналлă, налук тата штраф тÿлевĕсене куçарнăшăн хушма укçа илмеççĕ. Ялсенчи филиалсем тăкаклă пулин те тытса тăраççĕ.
Лавккасене терминаллă оборудованисем лартаççĕ. Хальлĕхе вăл районти уйрăм çынсен “Алина”, “Нико”, “Арбат”, “Булат”, “Заходи” суту-илÿ точкисенче пур. Тавар туянакансем вĕсенчен карттăпа тÿлесе кирлине илме пултараççĕ. Пĕр карттăран теприн çине укçа куçарма та пулать. Вăл ют çĕр-шывсене те хăвăртах çитет. Банкăн тивĕçтерĕвĕсем нумай. Малашне вĕсемпе май килнĕ таран паллаштарсах тăрăпăр.
Клиентсене хавхалантарассине тĕпе хураççĕ банк ĕçченĕсем. Уявсенче вĕсене парнесем парса чыслаççĕ. Июнь уйăхĕнчен кредит илекенсен ставкисем чакасса палăртаççĕ. А. АСТРАХАНЦЕВА.