23 мая 2009 г.
Районта юлашки çулсенче шкулта вĕренекен ачасен йышĕ палăрмаллах чакса пырать. Акă, сăмахран, 1981-1982 çулсенче шкулсенче 12496 ача пĕлÿ илнĕ, паян вара вĕрентÿ учрежденийĕсенче 5386 ача. Вун çичĕ çулта шкул парти хушшине ларакан çичĕ пин ытла ача чакнă. Каяллахи юхăм пĕчĕкех мар, паллах.
Çав вăхăтрах вĕренекенсенчен çулсеренех ăс-тăн тĕлĕшĕнчен лайăххинчен лайăххисем нумайланса пыни савăнтарать. 2004 çулта районти шкулсенчен вунă ача çеç ылтăн медаль илме тивĕçнĕ. Малалла вара ÿсĕм вăйлăрах: 2005 – 11, 2006 – 16, 2007 – 17, 2008 çулта 19 вĕренекене çак сăлтавпа шкул коллективĕ умĕнче чысланă. Шанас килет, кăçалхи çул та медалистсемшĕн ăнăçлă пулĕ.