23 мая 2009 г.
Майăн тăххăрмĕшĕ – Раççей халăхĕшĕн чи пысăк та сумлă уявсенчен пĕри. Çĕнтерÿшĕн пуçне хунă, халĕ пурăнакан кашни салтак умĕнче пирĕн çĕре çити пуç таймалла. Ку та сахал. Тылра чунтан тăрăшса ĕçленĕ, фашистсене тĕп тăвассишĕн ырми-канми вăй хунă кашни çынна хисеплемелле. Яланах ун пек пулмасть çав. Çĕнтерĕве çывхартассишĕн çапăçнă, тăрăшнă салтаксем пирĕн пурнăç хăйсенни пек ан пултăр тесе ытларах та иртĕнтерчĕç пуль... Халĕ, ак, ветерансен орден-медалĕсене те хапсăнаççĕ, çăмăл машинисене илсе хăйсене те килĕсенчен хăваласа кăларса яраççĕ. Укçашăн, мулшăн чуна шуйттана сутатпăр мар-и;
Районти ĕçпе тивĕçтерекен центрта шутра тăракансене урамсене тирпей-илем кĕртнĕ çĕрте ĕçлеттерчĕç. Туçари палăк-монумент патĕнче те пĕр ушкăн вăй хунă. Çÿп-çапа купасене пуçтарнă, унтан чĕртсе çунтарнă. Кĕл пулайманнисем çаплах выртса юлнă. Çавăнтах çатăрка хутсем, сăра банкисем йăваланаççĕ. Те тирпейленĕ, те çук – паллă мар. Çамрăксем те пĕр именмесĕрех çавăнталла ывăтнă, лешсем те ячĕшĕн кăна ĕçленĕ. Вăр-çăра вилнĕ салтаксем умĕнче пĕри те намăса пĕлмен. Ара, намăс симĕс мар, куçа курăнмасть. Монумент айккипе çырнă хушаматсемпе ятсен хуçисем çак самантра чĕрĕлсе тăрсан, мĕн каланă пулĕччĕç-ши; Эпир – пурте çынсем, апла мĕншĕн нĕрсĕр хăтланмалла;
Майăн 9-мĕшĕ умĕн вăрçă ветеранĕсем, салтак арăмĕсем патне çулленех Раççей Федерацийĕн Президентĕнчен çыру килет. Уяв умĕн çулленех вара эпĕ кукамая, Анна Сурковăна, аса илетĕп. Халь хăй те пирĕнпе юнашар мар. Унăн мăшăрĕ вăрçă хирĕнчен таврăнайман. Президент çырăвне илнĕ хыççăн пĕринче пĕчĕк ача пекех ĕсĕклесе йĕчĕ:
– Ванюк, вилмен ĕнтĕ эс, кашни çулах çыру çыран, – тет хăй. Кукамай 90 урлă каçиччен пурăнчĕ, анчах мăшăрне кашни кунах кĕтетчĕ. Мăн асанне, Матрена Бельдекова, каланă сăмахсем те асран тухмаççĕ. Унăн кĕçĕн ывăлĕ, Петр Алексеевич, танкист пулнă, хыпарсăр çухалнисен шутĕнче. Вăл яланах: “Петя ывăлăм, тен, чĕрех пуль. Чĕрĕ пулсан, хуть ăçта пурăнсан та хĕвелĕ пĕр пекех пăхать-ха», – тетчĕ. Вăрçăран таврăннă ывăлĕ те нумай пурăнман. Ватă çын хурланмаллипех хурланатчĕ.
Кашни çуралнă чунăн пурăнас килет. Фашистсем миçе çыннăн ĕмĕтне, пурнăçне татрĕç – калама хĕн. Эпир вара, халь пурăнакансем, ĕнерхи салтаксен ятне варалама пăхатпăр. Салтак арăмĕсемпе амăшĕсен юратăвĕ, ыратăвĕ, шел те, пирĕн чĕресенче сахалтарах.
О.ПАВЛОВА.