АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Орленокпа» «Зарницăра» тупăшрĕç

23 мая 2009 г.

Шăнкăртам вăрманĕнчи “Хĕвеллĕ” уçланкăра районти шкул ачисен “Орленок” тата “Зарница” вăййисем иртрĕç. Вĕсем вĕренекенсен чăтăмлăхне, ăсталăхне тĕрĕслерĕç. Çавăн пекех ачасен пуçарулăхне, кирлĕ вăхăтра хăйсем тĕллĕн татăклă йышăну тума пултарнине, çарпа патриотла воспитани илнине, физкультурăпа спорт енчен пиçĕхсе ÿснине хаклама май пулчĕ.

Тĕрлĕ ăмăрту, хаваслă кану, уçланкăра пĕçернĕ салтак пăтти пурне те килĕшрĕ.

Конкурссенче, вăйăсенче мала тухнисем Хисеп грамотисене тивĕçрĕç. Паян вара вĕсем парта хушшинче. Вĕренÿ çулĕ вĕçлениччен шутлă кунсем юлчĕç. Хаваслă кану хыççăн вун-пĕрмĕшсемпе тăххăрмĕшсене экзаменсем кĕтеççĕ.

А. ИВАНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика