23 мая 2009 г.
Тĕнчери Сывлăх сыхлав организацийĕн кăтартăвĕсемпе кăçалхи мартăн 18-мĕшĕнчен пуçласа Мексика тата Америкăри Пĕрлешÿл-лĕ Штатсенче грипп евĕрлĕ чирпе 1,6 пин çын чирлени палăрнă. Вĕсенчен 9 проценчĕ вилнĕ. Кун пек чухне пуç, мышцăсем ыратни палăрать, температура ÿсет, ÿсĕрттерет, пыр шыçать. Хăш-пĕрне хăстарать. Шута илнĕ чирлисене Канада лабораторийĕнче тĕрĕслеттернĕ. Вун саккăрĕшĕн сыснасен АŸНINI вирусĕ палăрнă. Вирус хăйĕн биологи пахалăхĕсене улăштарса çынсене сывмарлатать. Çавăнпа та тĕнчери Сывлăх сыхлав организацийĕ тухса тăнă лару-тăрăва хак парса тата хăрушлăха сирес тĕллевпе сыхлăха ÿстерме сĕнет.
Кăçалхи 4 уйăхра районта ОРВ чирĕпе 225, гриппа 22 çын чирленĕ. Инкеклĕ территорисенчен чир ан килтĕр тата района ан сарăлтăр тесе больница ертÿçисем профилактика, сиплев препарачĕсене, хÿтлĕх, дезинфекци хатĕрĕсене кирлĕ чухлĕ шутра тытса тăрассипе ĕçлеççĕ.
Н. СЕРГЕЕВА,
“Роспотребнадзор” управленийĕн
территори пайĕн
начальникĕ.