23 мая 2009 г.
Кашни çыннăн пурнăçа пĕр чирлемесĕр ирттерес килет. Анчах, сиссе те юлаймастпăр, çывăх çынсемех миокард инфаркчĕпе е инсультпа вилсе каяççĕ. “Çап-çамрăкчĕ, ним ыратнине те каламасчĕ, больницăна та çÿремен-çке”, – тетпĕр вара. Унăн чĕри начар ĕçленĕ иккен... Мĕн чухлĕ çын хăй çак хăрушă чирпе чирленине тавçăрмасть те е пĕлсен те врач патне кайса тĕрĕслеттермест, вăхăтра сипленсе сывлăха сыхласа хăварас тесе тăрăшмасть, чылайăшĕ чĕрепе юн тымар системин чирĕсене ватлăх чирĕ тесе шутлать. 100 çул каялла вăл çапла пулнă. Халĕ вара çамрăкланчĕ. Ытти чирсемпе танлаштарсан пĕрремĕш вырăнта тăрать. Чĕре, юн тымар системисен чирĕпе арçынсем ытларах чирлеççĕ.
Мĕн-ха вăл миокард инфаркчĕ тата инсульт (паралич çапни, пуç мимине юн кайни).
Çак чирсем патне илсе пыракан сăлтавсем: юнра холестерин шайĕ пысăк пулни, юн пусăмĕ ÿсни, пирус туртни, эрех-сăрапа туслашни, хусканусем сахал туни, самăрланни, чир ăруран ăрăва куçни. Çыннăн çак сăлтавсенчен 1 е 2-шĕ пур пулсан миокард инфарк-чĕпе е инсультпа тата ытти юн тымар чирĕсемпе чирлесси 2-3 хут ÿсет.
Кĕскен атеросклероз çинче чарăнса тăрар. Унпа чирлесен юн тымарĕсенче, артерисенче, çу евĕрлĕ япала – холестерин ларса тухать. Малтанах вăл çуллă йĕр кăна пулать, каярахпа мăкăль пек пулса тăрать; çакă юна тымарсем тăрăх ирĕккĕн çÿреме чăрмантарать. Каярахпа вăл известьпе, белокпа хупланса хытсах ларать. Çурăлса кайсан юн тымарне сапаласа тухать, çав хушăрах организмăн тромб тăвас системи ĕçлеме пуçлать, темиçе çул та юна ирĕккĕн çÿреме чарса, чăрмантарса пурăнать, юн тымарне 60-70 процент хупласа хума пултарать. Вăл чĕре юн тымарĕнче пулсан мышцă валли кислородпа ытти кирлĕ элементсем сахал пырса тăраççĕ – ăна ишеми теççĕ. Чирлĕ çын хăвăрт утас, вăйпа ĕçлес тесен, тарăхсан е савăнсан та чĕре хытă хĕстерсе ыратса каять, сывлăша пÿлет. Пирус туртать пулсан, эрех-сăрана та тиркесех тăмасан чир хăвăрт аталанать. Юн кĕвĕлсе купаланса ларнă вырăнта юн пачах та çÿреме чарăнать. Çак ĕç чĕре юн тымарĕнче пулса иртсен – миокард инфаркчĕ пулать – кирлĕ юн тымарĕ таврашĕнчи чĕре мышцисем вилеççĕ, хăй ĕçне пурнăçлама пăрахаççĕ. Пысăк юн тымарĕ хупланса ларсан – инфаркчĕ те пысăкрах пулать. Енчен те ку ĕç пуç мими юн тымарĕнче пулчĕ пулсан – инсульт (ишеми инсульчĕ) пулать. Вăл та юн тымарĕ пуçра хăш тĕлте вырнаçнинчен, пысăкăшĕнчен килет. Çак “катастрофăна” чир пуçлансанах малтанхи 1-3 сехет хушшинче медицина пулăшăвĕ парсан çынна хăтарса хăварма, йăлтах сыватма та пулать. Ученăйсем юн тымарĕнчи тромба ирĕлтерсе, юна малтанхи пекех ирĕккĕн çÿреме май тупнă. Ăна “тромболизис” теççĕ.
Январь уйăхĕнче “Сывлăх” наци проекчĕпе килĕшÿллĕн Канаш хулинче кăнтăр районсем валли ятарласа тромболизис ирттерсе çынна сыватса хăварас тĕллевпе юн тымар системипе чирлекен çынсене пĕрремĕш пулăшу паракан уйрăм уçăлнă. Ăна çĕнĕ йышши оборудованисемпе тивĕçтернĕ. Уйрăмра наркологсем, реаниматологсем, физиотерапевтсем ĕçлеççĕ. Камсене йышăнаççĕ-ха унта; Миокард инфаркчĕпе е инсультпа сасартăк аптранисене, вĕсем миçе çулта пулнине пăхмаççĕ. Пĕртен пĕр услови вăл – хаклă вăхăта сая яманни.
Миокард инфаркчĕпе сасартăк аптрасан чĕре е кăкăр шăмми айĕнче хытă чиксе е хĕстерсе ыратса каять, хăш-пĕр чух ыратнине чăтма та çук, ыратни çурăма, сулахай хула, янаха сарăлма пултарать, сывлăш пÿлĕнет, хускану тума та çук, вăй пĕтет, пуç çаврăнать. Кун пек чухне ним тăхтаса тăмасăр “васкавлă пулăшу” чĕнмелле, лармалла та чĕлхе айне 1 таблетка нитроглицерин хумалла, 1 таблетка аспирин чăмласа ямалла, ыратни çапах та иртмесен тепĕр таблетка нитроглицерин хумалла, çапла 15 минутра 3 таблетка нитроглицеринпа усă курма юрать. “Васкавлă пулăшу” ĕçченĕ чĕрене ÿкерсе çак диагноза лартрĕ пулсан – пĕрремĕш пулăшу парать те тÿрех Канаш больницине илсе каять.
Инсульт (паралич) çинчен мĕн пĕлсе тăмалла; Çăмăл инсульт пулсан – пуç хытă ыратать, куç урăхла курать, тута, пит чалăшать, калаçу урăхланать, чĕлхе такăнать, çăтма йывăр, хăрах енчи е алă, е ура, нумай чух алă та, ура та ĕçлеме, туйма пăрахать, çывăрса тăрать, вăй çук.
Йывăртарах инсульт чухне çын сасартăк тăна çухатать, харлатса çăварпа сывлать, пичĕ хĕрелет, чылай чух çын ÿсĕрпе çывăрать теме те пулать. Кун пек чухне килти çынсен е кÿршĕ-аршăн ним тăхтаса тăмасăр “васкавлă пулăшу” машини чĕнмелле, ялти фельдшера е врача пĕлтермелле. Çынна меллĕ вырттармалла, сывлама çăмăллăх туса памалла, юн пусăмне виçмелле, вăл пысăк пулсан чакармалла, чĕре таппине шутламалла. “Васкавлă пулăшу” ку чирпе аптăракан çынсене те çÿлерех асăннă больницăна илсе çитерĕ. Вăхăчĕ иртсе кайсан вăл уйрăма йышăнмаççĕ, çын сываласси те иккĕленÿллĕ. Кăçалхи виçĕ уйăхра чĕре тата юн тымар системи чирĕпе 664 çын “васкавлă пулăшу” машини чĕннĕ, вĕсенчен 39-шĕ пуç мими инсульчĕпе, 8-шĕ миокард инфаркчĕпе, 20 çын инсультпа Канаш больницинчен сывалса таврăннă, инфарктпа 4 çын сипленнĕ. Вилекенсем хушшинче çамрăксем те пур. Çакăн пек инкек сирĕн те ан пултăр тесен сывă пурнăç йĕрки тытса тăмалла, эрех-сăра сахалрах ĕçмелле (чирлĕ çынна вăл пачах та юрамасть), пирус туртма пăрахмалла, спортпа туслашмалла, апата пĕлсе çимелле. Холестерин нумай тытса тăракан апата çимелле мар. Вăл – çуллă какай, выльăх çăвĕ, хăйма, сыр, кăлпасси, сосиски, магазинтан туяннă пельмень, çăмарта сарри, майонез, миме, пулă вăлчи. Ытларах тип çупа усă курмалла, çуллă мар сĕт-турăх, какай, пахча çимĕç, пулă çимелле. Ытлашши тăварлă та юрамасть, юн пусăмне тĕрĕслесех тăмалла. Вăл ÿсрĕ пулсан врач патне кайса канашламалла, тĕрĕслеттермелле. Чĕре чирĕпе, инсультпа чирлесе ирттернĕ çынсен, ытти чирлĕ çынсем пекех, врач патне час-часах кайса çÿремелле (3 уйăхра пĕрре – унтан сахал мар), вăл каланă сĕнÿсене тĕрĕс пăхăнса, асăрханса пурăнмалла.
В. СЕМЕНОВА, тĕп больницăри участокри врач терапевт.