АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юлашки шăнкăрав хаваслă

27 мая 2009 г.

Юлашки шăнкăрав хаваслă, çав вăхăтрах кăштах хумхантаракан уяв та. Ачалăхпа сыв пуллашма вăхăт çитрĕ вунпĕрмĕшсемшĕн. Районти 379 ачашăн юлашки шăнкăрав янăрарĕ. Тăххăрмĕш класран 564 ача вĕренсе тухрĕ.

Уяв линейкисенче район администрацийĕн, ял тăрăхĕсен представителĕсем, ашшĕ-амăшĕ, юлташĕсем хутшăнчĕç. Çавăн пекех шкулпа сыв пуллашакансене ăнăçусем суннă май тĕрлĕ конкурс-ăмăрту çĕнтерÿçисене те чысларĕç.

Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкул ача йышĕпе районта чи пысăкки, виçĕ вунпĕрмĕш класра 65 ытла ача пĕлÿ илнĕ. Вĕсен уявне пĕрле пайлама район пуçлăхĕ Н. Глухов, Патăрьел ял тăрăх пуçлăхĕ А. Ялуков, вĕрентекенсем, ашшĕ-амăшĕ хутшăннă, малашлăхра ăнăçусем суннă.

Алманчăри вăтам шкулта ирех хаваслă кĕвĕ-çемĕ янăранă. Уяв линейкинче шкул директорĕ М. Горбунова, Алманчă ял тăрăх пуçлăхĕ Г. Фомин, район администрацийĕн экономика пайĕн начальникĕ Г. Иванова, Ленин ячĕллĕ çĕр ĕç фирмин ертÿçи Ю.Попов, вĕрентекенсем, пĕрремĕш класра вĕренекенсем, ашшĕ-амăшĕ шкулпа сыв пуллашакансене ăшă сăмахсемпе хавхалантарнă, малашнехи пурнăçра хăйсен вырăнне тупма, хастар, ĕçчен пулма суннă.

Сăкăтри вăтам шкулта 23-мĕш кăларăмшăн юлашки шăнкăрав янăрарĕ. 14 каччăпа хĕре шкул директорĕ А. Падусев, район администрацийĕн финанс пайĕн ертÿçи Т. Полякова, Улатăрти вăрман хуçалăхĕн Патăрьел филиалĕн директорĕ В. Глухов, районти каçхи вăтам шкул директорĕ А. Пирогов, Сăкăт ял тăрăх пуçлăхĕ В. Кузнецов, “Красное знамя” хуçалăх ертÿçи П. Никифоров, ашшĕ-амăшĕн комитет ертÿçи А. Сулагаева каланă ăш-пиллĕ сăмахсене вунпĕрмĕшсем тимлесе итленĕ, пурнăçа кĕртме шантарнă.

А. ИВАНОВ.

Туçа. Кăçал 11 тата 9-мĕш класс пĕтерекенсен кăмăлне курнăнах туйăнчĕ çанталăк. Хĕвелĕ те пăхать, çумăрĕ те вĕтĕртетсе илет. Чунра та савăнăçлă та, пăлхануллă та.

Туçари вĕрентÿ центрĕнче ăс пухнă 18 ачашăн юлашки шăнкăрав янăрарĕ. Вĕренекенсем шкулпа сыв пуллашса тухнă хыççăн вăрçăра вилнĕ салтаксене асăнса лартнă палăк-монумент патĕнче чечексем хучĕç, асăнса пĕр минут шăп тăчĕç. Унтан стадионалла утрĕç. Кунта вĕсене кĕçĕн шăллĕ-йăмăкĕ кĕтсе илчĕ.

Чĕрене ыраттарса янăрать шкул вальсĕ. 18 вĕренекен ун кĕввипе çаврăнать. Шурă бант çыхнă, шкул форми тăхăннă яшсемпе хĕрсем кĕçĕн классенче вĕренекенсем пекех курăнаççĕ, анчах пысăкрах.

Уява директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ В. Белков уçрĕ. Унтан вĕрентÿ центрĕн директорĕ П. Шашкин сăмаха малалла тăсрĕ. Выпускниксене пурнăçăн анлă çулĕ çине тухнă ятпа саламларĕ, экзаменсене ăнăçлă тытса хăйсем килĕштернĕ вĕренÿ заведенийĕсене кĕме сунчĕ. Çавăн пекех ачасене Туçа ял тăрăх пуçлăхĕ Н. Перепелкин, райадминистрацин АПК предприятийĕсемпе хутшăну йĕркелекен пай специалисчĕ Г. Салмина, “Тойси” пĕрлешÿ ертÿçи Г. Рубцов сăмах каларĕç. Вĕренсе тухакансене пĕрремĕш учителĕсем, Л. Каргина, О. Телегина, Г. Кузнецова тата класс ертÿçи А. Мулюкова ăшшăн саламларĕç, уйрăлма йывăррине палăртрĕç. Çавăн пекех ашшĕ-амăшĕ те ачисене ăнăçу пиллерĕ. Выпускниксене шкулта лайăх вĕреннĕшĕн, обществăлла ĕçсене хастар хутшăннăшăн, спортра çитĕнÿсем тунăшăн Хисеп грамотисем парса хавхалантарчĕç.

Чи кĕтнĕ те хумхануллă самант çитрĕ – юлашки шăнкăрав. Ăна Туçари вĕрентÿ центрĕнче вице-президент тивĕçĕсене туса пынă выпускник Л. Табаков тата пĕрремĕш класра вĕренекен В. Николаева пачĕç.

О. ПАВЛОВА.

Анат Туçари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулти 10 ачашăн юлашки хут янăрарĕ тунтикун шăнкăрав. Çак ятпа ирттерекен уявра шкулпа сыв пуллашакансене вĕренÿ учрежденийĕн ертÿçи С. Перепелкин, унăн çумĕ А. Мубинова, районти вĕрентÿ пайĕн представителĕ Ю. Васюткин, “Звезда” ял хуçалăх кооперативĕн ертÿçи В. Кузнецов, класс руководителĕ Л. Ильина, Туçари вĕрентÿ центрĕн представителĕ П. Му-люков, пĕрремĕш учительници Е. Углева, ашшĕ-амăшĕ ячĕпе Н. Плешкова саламласа ăшă сăмахсем каларĕç. Халиччен илнĕ ăс-тăна малашне те аталантарса пыма, кирек ăçта кайсан та шкулпа çыхăну тытма, экзаменсенче ăнăçусем, малашлăха телейлĕ çул сунчĕç. Ачасем те парăмра юлмарĕç. Хăйсене çирĕп ăс-тăн парас ĕçе тивĕçлĕ тÿпе хывнă педагогсене тав турĕç.

Пурнăçăн анлă çулĕ çине тухма çăмăл мар. Шыв юххи çыран хĕррине çапса ан кăлартăрах вĕсене. Хăшĕ вуннăмĕш класа, хăшĕ училищĕсемпе техникумсене кайĕç, малашлăх çулĕсем такăр пулччăрах, ĕмĕтленнĕ ĕмĕчĕсем çитсе пыччăрах.

Тăххăрмĕшсене саламласа тăваттăмĕш класра вĕренекенсем чуна пырса тивекен юрăсене шăрантарчĕç.

Тăххăрмĕш класс пĕтерекен Т. Плешкова пĕрремĕш класри Д. Киргизовпа юлашки шăнкăрав пачĕç.

Шкулпа сыв пуллашакансем “Родительский дом” юрра ашшĕ-амăшне, педагогсене халалларĕç.

Ытам тулли çеçке йăтнă тăххăрмĕшсене шăллĕсемпе йăмăкĕсем алă çупса ăсатрĕç.

(Хамăр корр.).

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика