27 мая 2009 г.
Статистика кăтартăвĕпе кашни кун чикарккă туртакан çын унпа ашкăнманнинчен 19 çул сахалтарах пурăнать-мĕн! Кăвак тĕтĕм серепине çакланма çăмăл, анчах унтан хăтăлма ансатах мар иккен.
Мучи çăварне чĕлĕм хыпса тĕтĕм паклаттарнинчен чăнах та никам та тĕлĕнмĕ. Ăна хăнăху та теме пулĕ. Анчах та çул çитмен ачасем (вăл шутра хĕр ачасем те) мĕн сăлтавпа, тĕллевпе çав наркăмăша ĕмсе ÿпкене сиенлеççĕ-ха; Вĕсенчен ыйтса пĕтĕмлетнĕ хыççăн, çул çитменнисен 70 проценчĕ туртса пăхма кăсăклă пулнипе хăнăхса кайнине асăннă. Училищĕсенче вĕренекенсен 57 проценчĕ вара хăйсене туртма пăрахаймастпăр тесе çирĕплетнĕ. Юлашки информаци кунĕнче сÿтсе явнă çак статистика республика шайĕнче, паллах. Çапах пирĕн тăрăхра та чикарккă серепине çакланнă çамрăксем йышлă пулнине шута илсен пĕтĕмлетÿ тумалăх пур.