27 мая 2009 г.
“Шкул çулĕсем... Юлашки шăнкăрав...” Мĕн шухăшлаççĕ-ха паян шкулпа сыв пуллашакансем, пурнăç çулĕпе хăйсем тĕллĕн пĕрремĕш утăм тума хатĕрленекенсем; Асра юлчĕ-ши кăвак хуппи уçăлса илнĕн туйăнакан, кĕске вăхăта пыракан ĕнтрĕк евĕр шкул пурнăçĕ; Тĕрлĕ çынпа курнăçма тивет ĕçĕме пула. Ачасен калаçăвĕ вара темшĕн-çке чунăма ытларах çывăх. Паян парта хушшинче юлашки уроксенче пулнисен сăмахĕсем акă мĕнлерех:
– Калама та пĕлмелле мар, ĕненес те килмест шкултан вĕренсе тухнине. Йывăр унпа уйрăлма.
– Пĕлетĕр-и, ман асăмра унчченхи аслă классен юлашки шăнкăравĕ. Линейкăра тăнă чухне вунпĕрмĕшсен куçĕсем шывланни манăçмасть. Хаваслă та çав вăхăтрах чуна хурлантаракан “Шкул вальсĕ” янăрать... Ачасем куççульне шăлаççĕ. Вĕренекенĕмĕрсенчен, пĕрле пĕлÿ пухнисенчен уйрăлмалла-çке. Паян акă хамăрăн çав самант çитрĕ те.
– Шăнкăравпа пĕрлех дневникри паллăсем, учительсем атте-анне валли асăрхаттару çырса панисем хыçа юлчĕç.
– Мухтав Турра, вĕренсе пĕтеретпĕр. Тинех ирĕке тухатпăр.
– Малашне мĕн кĕтет-ши пире; Ĕçлеме каяс – кĕр-кĕрлекен анлă стройкăсем, выльăх-чĕрлĕх комплексĕсем çук. Вĕренме – атте-аннен пуянлăхĕ çитмест.
– Çапах та çак кун ачалăхпа уйрăлнăн туйăнать. Хуть те мĕн калăр эсир мана, тантăшăмăрсем. Çапла вĕт-ха; Кашни çамрăкăн шухăшлавĕ хăйне евĕр. Чылай маларах шкултан вĕренсе тухнăскерсем юмахри виçĕ еннелле каякан çул юппине çитсе тăнă ача пек пуçа ватман. Тÿрĕ çул, вĕренÿ заведенийĕсене кăтартнă: суйла – хăшне кăмăллатăн. Тÿлевсĕрех пĕлÿ илме май пулнă-çке. Иккĕмĕш çулĕ – тĕрлĕ ĕç пухмачĕ. Чĕре капмар çуртсем енне чĕнет – кайсам, ĕçлесем, чунăм выльăх-чĕрлĕх комплексне йыхравлать – тархасшăн. “Паян эпир кама кирлĕ;...” – терĕ пĕри. Аплах хуçăлас марччĕ.
... Илемлĕ фильмри пек кадр хыççăн кадр мĕлтлетет. Пĕрремĕш хут алран алла çавтăнса çутă та таса класа кĕни, ручка тытса алфавитри сас паллисене çырма хăнăхни, вăтанчăклăн урок хуравлама алă çĕклени, коридор тăрăх çил хăваласа чупни, тепĕр чухне хамăра лайăх пултăр тесе тăрăшакан, тăнлавсем çинчи кăвакарнă çÿçсемлĕ вĕрентекенĕмĕрпе тавлашни, пĕрремĕш юрату хучĕсем çырса парта ăшне пырса хуни... Ÿкерчĕк-сем, ÿкерчĕксем. Мĕлтлетеççĕ, иртеççĕ, хыçа юлаççĕ.
... Шкул тумĕ тăхăннă хĕрсемпе каччăсем линейкăра. Аллисенче чечек çыххисем. Юнашар – пĕрремĕш вĕрентекен, сирĕнпе пĕлÿ тĕнчи тăрăх утнă учительсем, шкул ĕçченĕсем. Умăрта – пĕрремĕш классем. Çавсем пек пулман-и-ха эсир те темиçе çул каярах;
... Илемлĕ яш пĕрремĕш класри чипер те именчĕк хĕр ачана йăтса йĕс саслă шăнкăравпа утса çаврăнать. Çепĕççĕн те кăшт хурлăхлăн янăрать сасă. Сывă пулăр, шкул çулĕсем, вĕрентекенĕмĕрсем! С.КУЛАКОВА.
Право. Пĕрле вăй хуни кирлĕ
2009 çулхи 4 уйăх итогĕсемпе районта çул çитмен ачасем хушшинче 5 преступлени тупса палăртнă, пĕлтĕрхи çак вăхăтри кăтарту та çаплах. 5 преступлени те ют пурлăха вăрлассипе çыхăннă. Çакă пире пăшăрхантарать. Ачасем çамрăклах ют пурлăх çине пăхни, ăна ăмсанни, хапсăнни, çăткăнланни вĕсене ашшĕ-амăшĕ вăхăтра тивĕçлĕ воспитани паманнинчен те нумай килет. Акă, Пăлапуç Пашьел ялĕнче пурăнакан 16 çулхи çамрăк 2008 çулхи июнь-ноябрь уйăхĕсенче 4 преступлени тунă, вĕсем пурте ют хуçалăха кĕрсе пурлăха вăрлассипе çыхăннă. Ашшĕпе амăшĕ вара ачи пушă вăхăта мĕнле ирттернипе кăсăкланман та.
Çул çитмен ачасем хушшинче преступлени тăвакансене хирĕç кĕрешес тĕллевпе профилактика мероприятийĕсем йĕркелесех тăратпăр. Çак сăлтавпа кашни эрнерех çамрăксем йышлă пуçтарăнакан вырăнсенче пĕрлехи рейд йĕркелетпĕр, йĕркене пăсакан тата эрех-сăрапа иртĕхекенсене тытса чаратпăр. Кăçалхи 4 уйăхра обществăлла вырăнта эрех-сăра ĕçнĕшĕн тата ÿсĕр çÿренĕшĕн мĕн пурĕ 18 çамрăка административлă Кодексăн 20.21 статйипе айăпланă, 2 çамрăка пĕчĕк хулиганла ĕçсем тунăшăн тытса чарнă. Айăпа кĕнĕ çамрăксене пурне те район администраци çумĕнчи çул çитмен ачасемпе ĕçлекен комиссинче пăхса тухнă, тивĕçлĕ айăплав палăртнă.
Паллах, ачасем эрех-сăрана, пируса магазинсенчен туянаççĕ. Хăш-пĕр суту-илÿ ĕçченĕсем çак ĕç çине çиелтен пăхни пире тĕлĕнтерет. 18 çул тултарман çамрăксене саккун тăрăх эрех-сăра тата пирус сутма юраманнине пурте пĕлетпĕр. Çулталăк пуçланнăранпа рейд вăхăтĕнче районта çул çитмен çамрăксене эрех-сăра сутнă 4 тĕслĕх, пирус сутнă 3 тĕслĕх тупса палăртнă.
Хальхи вăхăтра районти шалти ĕçсен пайĕн çул çитмен ачасемпе ĕçлекен уйрăмĕнче 52 ача шутра тăрать. Вĕсенчен виççĕшĕ условнăй майпа айăпланнисем, вун тăваттăшĕ уголовлă майпа айăплама çул çитменнисем, пĕри вара – токсикоман.
Милицин çул çитмен ачасемпе ĕçлекен уйрăмĕн тепĕр тĕллевĕ тата тивĕçĕ – ăнăçсăр çемьесене шута илсе вĕсемпе ĕçлесси. Çакнашкаллисем районта сахал мар, 18 çемье. Вĕсенче çул çитмен 38 ача пурăнать. Пĕлтĕр 7 ашшĕ-амăшне хăйсен тивĕçĕсене кирлĕ пек пурнăçламаншăн ашшĕ-амăшĕн прависĕр хăварнă. Çак утăма, паллах, ăнсăртран тума тивмен. Çемьере ашшĕ-амăшĕн витĕмĕ, тимлĕхĕ пулманран ачасем пăсăлас çул çине тăнă. Чылайăшĕ вĕсенчен уроксене те час-часах сиктеркеленĕ. Ашшĕ-амăшĕн вара эрех ĕçнине пула ачисене пăхса тăма вăхăчĕ пулман. Кăçалхи çул та ун пек тĕслĕхсем тупăнсах пыраççĕ. Ашшĕ-амăшĕн прависене туртса илнĕ çынсен ачисене вара ра-йонти опекăпа попечительство органĕ воспитани илме урăх тивĕçлĕ çемьесене парать. Паянхи кун тĕлне районта çакăн пек 94 çемье шутланса тăрать. Май уйăхĕн 7-19-мĕшĕсенче çакăн пек çемьесенче усрава илнĕ ачасем мĕнле пурăннине тĕрĕслес шутпа районти шалти ĕçсен пайĕ “Ачасем тата çемье” операци ирттерчĕ.