АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ĂНА РОГОЖИН ЛАЙĂХ ПĕЛНĕ

27 мая 2009 г.

Эпĕ юлашки вăхăтра Пăлапуç Нурăс ялĕнче çуралса ÿснĕ, мордва халăхне нумай-нумай сăвă-поэма çырса савăнтарнă, чăваш поэзийĕн классикĕн Константин Ивановăн вилĕмсĕр “Нарспи” поэмине ирçелле куçарса кăларнă Алексей Владимирович Рогожинăн литературăри ĕçĕ-хĕлĕпе кăсăкланатăп. Унăн кĕнекисене, ун пирки ĕçтешĕсем çырнă статьясене вулатăп.

Алексей Рогожин сăвăç тата педагог пулнă май, чăваш литературине те лайăх пĕлнĕ, вăл тапхăрти çыравçăсен хайлавĕсемпе паллашсах тăнă. Хăйĕн кун кĕнекинче вăл çакăн пирки çыра-çыра хунă. Акă вăл 1934 çулта çырнă йĕркесем: “Унччен хутла пĕлмен чăваш халăхĕн те паян хăйĕн литератури пур. Унăн поэчĕсем те, писателĕсем те хунасах пыраççĕ. Критика аталанăвĕнче те хăш-пĕр ÿсĕм сисĕнет. Чăваш вулаканĕсене çĕнĕ хайлавсемпе савăнтарсах тăракансем хушшинче Çемен Элкерпе Петĕр Хусанкая тата Никифор Ваçанккана куратăп эпĕ. Халăх пурнăçне сарлакан та туллин кăтартма тăрăшакансенчен вара Элкер уйрăмах палăрса тăрать. Вăл чăвашсен аваллăхне историк пекех тимлĕн тĕпчет, мăн асламăшĕсен йăли-тытăмне лайăх пĕлет, фольклор пуянлăхĕпе ăста усă курать. Вăхăт тивĕçсен унăн пĕр-пĕр калавне е поэмине ирçе вулаканĕсем патне çитерес ĕмĕтпе пурăнатăп...”

В. ЗАЙЦЕВ, тавра пĕлÿçĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика