27 мая 2009 г.
Электронлă шутлав техники пурнăçа кĕчĕ пулин те хаçат-журнал, кĕнеке вулама юратакансен йышĕ пĕртте чакмасть. Çакна Тĕнчери çемье кунĕнче Патăрьелĕнчи тĕп библиотекăра ирттернĕ мероприяти те çирĕплетет. Кунта çемьепе кĕнеке вулама юратакансен конкурсне пĕтĕмлетрĕç. Унăн пĕрремĕш тапхăрĕ районти 27 библиотекăра иртнĕччĕ. Кĕнеке тусĕсем “2008 çулта чи нумай вулакан çемье” конкурса хутшăнса сумлă жюрине портфолио тăратнăччĕ.
Комисси çакăн пек пĕтĕмлетÿ патне тухнă: “Чи нумай вулакан çемье” ята Шăнкăртамри ача-пăча библиотекине çÿрекен Кирпичевсем тивĕçрĕç. Вĕсемпе тĕплĕнрех Ф. Тазетдинова паллаштарчĕ. Кирпичевсем çулталăкра библиотекăран 384 кĕнеке илнĕ. 80 çултан иртнĕ ватти те мăнукĕсем вуласа паракан халапсене итлеме кăмăллать. Ферид Расыховичпа Минреуза Алялетдиновна та кĕнекепе туслă. Хĕрĕсем пирки калама та кирлĕ мар. Асли Хусанти культура университечĕн библиотека уйрăмĕнче вĕренет. Кĕçĕнни виççĕмĕш çул кĕнеке вулассипе çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçет. Çитĕнекен ăру шкулта “пиллĕк” паллăсемпе çеç вĕренет. Хĕрĕсем сăвă çыраççĕ.
Красномайскинчи Сироткинсем вара “Чи хулăн формулярлă вулакан” ята тивĕçрĕç. Вĕсем библиотекăран 421 кĕнеке илнĕ. Ялти вулавăш заведующийĕ Р. Мышова вĕсемпе кăмăллăн паллаштарчĕ. Çемьере Сироткинсен те ваттисем пур. Петрпа Лидия вулакан кĕнекесене Владимир ывăлĕпе Людмила кинĕ, Надьăпа Ирина мăнукĕсем те вулаççĕ. Апла пулсан вулама юратасси ăруран ăрăва куçса пырать.
– Кĕнекене алла илсен пăрахаймастăп. В. Элпи çырнисем килĕшеççĕ. Хамăрăн вулас туртăм пуррине кура ытти мероприятисене те хаваспах хутшăнатпăр. Иринăн сăвăсем çырас ăсталăхĕ палăра пуçларĕ, – каласа парать Людмила Сироткина.
Аслă Чементи Ивановсем вара “Творчествăлла çемье” ята тивĕçрĕç. Л. Ежова библиотекарь çемье чăваш культурин аталанăвĕпе интересленнине палăртса хăварчĕ, Дима ывăлĕ анлă тавра курăмлă. Вĕренÿре çитĕнÿ тума вара ăна шăпах кĕнекепе туслă пулни пулăшать. Республика шайĕнчи Хисеп грамотисем нумай унăн. Тăваттăмĕш класа çÿрекен Кристина та пиччĕшĕнчен юласшăн мар. Хăй çырнă сăввине вуласа пачĕ.
– Словарьсем, энциклопедисем яланах ачасен алли айĕнче пирĕн. Мĕн пĕчĕкренех кĕнекепе туслашма хăнăхтарнă эпир вĕсене, – каласа парать Алена Александровна. Виçĕ çултан ачисене вулама вĕрентнĕ Ивановсем.
Нăрваш Шăхалĕнчи Васильевсен кĕнеке вулас стажĕ чи пысăкки. Ольга Сергеевна шкулта ĕçлет. Вăл библиотекăсăр пурăнаймастех. Михаил Васильевича та литература кирлех. Катюшăпа Саша шкулта, районта иртекен конкурссене явăçаççĕ. Вĕсем çулленех Р. Сарпи вулавĕсене хутшăнаççĕ.
Патăрьелĕнчи Раковсем вара “Чи нумай пĕлме тăрăшакан çемье” номинацие тивĕçрĕç. Владимир Александровичăн тĕп библиотекăра вуламан кĕнеки юлман тесен те тĕрĕсех пулĕ. Наталия Алексеевна хăй те 1991 çултанпа кĕнекепе çывăх. Пĕлтĕр Софья хĕрĕ 140 кĕнеке, Саша ывăлĕ 81 вуланă. 4 çулхи Света та юмахсен персонажĕсене пурне те уйăрать.
Мероприятие хутшăннă кашни çемье сăмах илчĕ. Вĕсене И. Гаврилова библиотека ĕçченĕ хушма ыйтусене те хуравлама ыйтрĕ.
Мĕнле пулмалла-ха çемье; Килĕшÿ те юрату хуçалантăр, ăнăçу та ăнтăлу пултăр тесен мĕн-мĕн тумалла; Çак тата ытти сĕнĕвĕсене, хăйсен шухăшĕсене çырса пурнăç “йывăççи” çине çакрĕç çĕнтерÿçĕсем. Вĕсене кĕнекепе çывăх пулнăшăн, тĕрлĕ номинацие тивĕçнĕ ятпа тĕп библиотека директорĕ Н. Исаева Хисеп грамоти, парне парса саламларĕ.
Ĕмĕр пурăн, ĕмĕр вĕрен, нумай вула, кирлине пĕл. Çак пĕтĕмлетÿ патне тухрĕç юлашкинчен.
А. АСТРАХАНЦЕВА.