27 мая 2009 г.
Пĕрремĕшсем Л. Фролова вĕрентекен ертсе пынипе букварьпе сыв пуллашрĕç. Ачасем хăйсен пĕрремĕш кĕнекинчи сăвăсене пăхмасăр вуларĕç, вăйăсем вылярĕç, тупмалли юмахсен тупсăмне тупрĕç. Унтан пиллĕкмĕшсем “Итлемен чăх чĕппи” сценка лартса пачĕç. Ачасен пултарулăхне ашшĕ-амăшĕ те курчĕ.
Викторина иртрĕ
Эпир тăван литература урокĕнче арçын ачасемпе хĕр ачасем икĕ ушкăна пайланса викторина ирттертĕмĕр. Ертсе пыраканĕ А. Ананьева вĕрентекен пулчĕ. Алина Ивановна пире тупмалли юмахсем, çуркунне çинчен сăвă тата пĕчĕк сочинени çырма пачĕ. Эпир вĕсене пурнăçласа пытăмăр. 6,5 балл пухса хĕр ачасем çĕнтерчĕç.
Экскурсинче пултăмăр
5-мĕш класра вĕренекенсем Патăрьелне экскурсине кайрăмăр. “Паттăр” спорт комплексĕнчи бассейнра шыва кĕтĕмĕр. Ун хыççăн “Çăкăр” музейĕнче пултăмăр. Кунта мĕн чухлĕ экспонат иккен! Ĕлĕкхи ĕç хатĕрĕсене, тум-тире курса тĕлĕнтĕмĕр. Паллă çынсем, вăрçăра пулнă салтаксем хушшинче хамăр ялтан тухнă çынсене куртăмăр. Пирĕнтен хăш-пĕри музейра пĕрремĕш хут пулчĕ.
Экскурси пире килĕшрĕ.
Драма кружокĕ килĕшет
Пирĕн шкулта тĕрлĕ кружок ĕçлет: спорт, ташă, математика, акăлчан чĕлхи тата ытти те. Класри пур ача та мĕнле те пулин кружока çÿрет. Пире уйрăмах драма кружокĕ килĕшет. Ăна А. Ананьева ертсе пырать. Алина Ивановна ачасене тĕрлĕ сценка лартма пулăшать. Вĕсене эпир концертсенче, конкурссенче куракансен умне кăларатпăр.
Т. Сюзюкина, А. Семенов, А. Кудряшов, Е. Зотова, С. Албуткин пултарулăхĕпе палăраççĕ. Л. АНТОНОВА.