АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрле вăй хуни кирлĕ

27 мая 2009 г.

2009 çулхи 4 уйăх итогĕсемпе районта çул çитмен ачасем хушшинче 5 преступлени тупса палăртнă, пĕлтĕрхи çак вăхăтри кăтарту та çаплах. 5 преступлени те ют пурлăха вăрлассипе çыхăннă. Çакă пире пăшăрхантарать. Ачасем çамрăклах ют пурлăх çине пăхни, ăна ăмсанни, хапсăнни, çăткăнланни вĕсене ашшĕ-амăшĕ вăхăтра тивĕçлĕ воспитани паманнинчен те нумай килет.

Акă, Пăлапуç Пашьел ялĕнче пурăнакан 16 çулхи çамрăк 2008 çулхи июнь-ноябрь уйăхĕсенче 4 преступлени тунă, вĕсем пурте ют хуçалăха кĕрсе пурлăха вăрлассипе çыхăннă. Ашшĕпе амăшĕ вара ачи пушă вăхăта мĕнле ирттернипе кăсăкланман та.

Çул çитмен ачасем хушшинче преступлени тăвакансене хирĕç кĕрешес тĕллевпе профилактика мероприятийĕсем йĕркелесех тăратпăр. Çак сăлтавпа кашни эрнерех çамрăксем йышлă пуçтарăнакан вырăнсенче пĕрлехи рейд йĕркелетпĕр, йĕркене пăсакан тата эрех-сăрапа иртĕхекенсене тытса чаратпăр. Кăçалхи 4 уйăхра обществăлла вырăнта эрех-сăра ĕçнĕшĕн тата ÿсĕр çÿренĕшĕн мĕн пурĕ 18 çамрăка административлă Кодексăн 20.21 статйипе айăпланă, 2 çамрăка пĕчĕк хулиганла ĕçсем тунăшăн тытса чарнă. Айăпа кĕнĕ çамрăксене пурне те район администраци çумĕнчи çул çитмен ачасемпе ĕçлекен комиссинче пăхса тухнă, тивĕçлĕ айăплав палăртнă.

Паллах, ачасем эрех-сăрана, пируса магазинсенчен туянаççĕ. Хăш-пĕр суту-илÿ ĕçченĕсем çак ĕç çине çиелтен пăхни пире тĕлĕнтерет. 18 çул тултарман çамрăксене саккун тăрăх эрех-сăра тата пирус сутма юраманнине пурте пĕлетпĕр. Çулталăк пуçланнăранпа рейд вăхăтĕнче районта çул çитмен çамрăксене эрех-сăра сутнă 4 тĕслĕх, пирус сутнă 3 тĕслĕх тупса палăртнă.

Хальхи вăхăтра районти шалти ĕçсен пайĕн çул çитмен ачасемпе ĕçлекен уйрăмĕнче 52 ача шутра тăрать. Вĕсенчен виççĕшĕ условнăй майпа айăпланнисем, вун тăваттăшĕ уголовлă майпа айăплама çул çитменнисем, пĕри вара – токсикоман.

Милицин çул çитмен ачасемпе ĕçлекен уйрăмĕн тепĕр тĕллевĕ тата тивĕçĕ – ăнăçсăр çемьесене шута илсе вĕсемпе ĕçлесси. Çакнашкаллисем районта сахал мар, 18 çемье. Вĕсенче çул çитмен 38 ача пурăнать. Пĕлтĕр 7 ашшĕ-амăшне хăйсен тивĕçĕсене кирлĕ пек пурнăçламаншăн ашшĕ-амăшĕн прависĕр хăварнă. Çак утăма, паллах, ăнсăртран тума тивмен. Çемьере ашшĕ-амăшĕн витĕмĕ, тимлĕхĕ пулманран ачасем пăсăлас çул çине тăнă. Чылайăшĕ вĕсенчен уроксене те час-часах сиктеркеленĕ. Ашшĕ-амăшĕн вара эрех ĕçнине пула ачисене пăхса тăма вăхăчĕ пулман. Кăçалхи çул та ун пек тĕслĕхсем тупăнсах пыраççĕ. Ашшĕ-амăшĕн прависене туртса илнĕ çынсен ачисене вара ра-йонти опекăпа попечительство органĕ воспитани илме урăх тивĕçлĕ çемьесене парать. Паянхи кун тĕлне районта çакăн пек 94 çемье шутланса тăрать. Май уйăхĕн 7-19-мĕшĕсенче çакăн пек çемьесенче усрава илнĕ ачасем мĕнле пурăннине тĕрĕслес шутпа районти шалти ĕçсен пайĕ “Ачасем тата çемье” операци ирттерчĕ.

В. КУЗНЕЦОВА, райшалĕçпайĕн çул çитмен ачасемпе ĕçлекен уйрăм

начальникĕ, милици майорĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика