АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » СПОРТ ХЫПАРĕСЕМ

27 мая 2009 г.

Шупашкарта ирĕклĕ майпа кĕрешсе Чăваш Республикинче мала тухмалли ăмăрту иртрĕ. Унта 1994-1995 çулсенче çуралнă арçын ачасем, 1995-1996 çулсенче çуралнă хĕр ачасем вăй виçрĕç. Кавир çине 15 командăран 180 ытла атлет тухрĕ. Патăрьел районĕн чысне Патăрьелĕнчи 1-мĕш, Сăкăтри, Хирти Пикшикри вăтам шкулсенче, Первомайскинчи тата Туçари вĕрентÿ центрĕсенче пĕлÿ илекенсем хÿтĕлерĕç.

Çивĕч кĕрешÿре хăйсен виçисенче А. Алеев, А. Марков (вĕсен тренерĕ И. Алеев), К. Смирнова, А. Михайлова (тренерĕ М. Зейнетдинов), О. Пидюкова, Н. Чиркина, М. Кариков (тренерĕ В. Анюров), Ф. Моисеев (тренерĕ В. Спиридонов), В. Кузуков (тренерĕ Н. Трифонов) призлă вырăнсене çĕнсе илчĕç.

И. АЛЕЕВ.

х х х

Чăваш Республикин “Сетокан” каратен пĕрлештернĕ команди Тольятти хулинче “IX Çĕнтерÿ кубокĕ” Раççей турнирне хутшăнчĕ. Командăра пирĕн ентеш 13 çулхи Дима Софронов та пулчĕ.

Ăмăрту икĕ куна пычĕ. Малтанхи кун “ката” мелĕпе кĕрешсе вăй виçрĕç. Дима 12-13 çулхисем хушшинче пĕрремĕш вырăн çĕнсе илсе ылтăн медале тивĕçрĕ.

Иккĕмĕш кун “кумите” мелĕпе çивĕч тытăçусем пычĕç. Чăваш спортсменĕсенчен нумайăшĕ кунта медальсем çĕнсе илчĕç. Дима Софронов 13 çулхисем хушшинче “абсолютнăй” категори виçинче тăваттăмĕш вырăна тухрĕ.

Чăваш Республикин команди пĕтĕм итогсем тăрăх виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ.

П. НИКИФОРОВ.

х х х

Аслă Чеменри вăтам шкулта эстафета ăмăртăвĕ пулчĕ. Кашни класран 10 ачаран тăракан команда тупăшрĕ.

Кĕçĕн классен ушкăнĕнче тăваттăмĕшсем çĕнтерчĕç.

Вăтам классенче пĕр хушă пиллĕкмĕшсем малта пычĕç. Анчах та çиччĕмĕшсем вĕсенчен иртсе кайрĕç кайрĕçех. Эстафетăна та пĕрремĕш вĕçлерĕç.

Аслă классем хушшинче ăмăрту тата та çивĕчрех пычĕ, мĕншĕн тесен кунта районта та чи вăйлă шутланакан спортсменсем йышлă. Çивĕч тупăшура вуннăмĕшсем чи малтан чупса тухрĕç те пĕрремĕш вырăн йышăнчĕç. Тăххăрмĕшсем – иккĕмĕш, саккăрмĕшсем виççĕмĕш вырăнта.

Л. АНТОНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика