АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ТУРТАС Е ТУРТАС МАР;

27 мая 2009 г.

Туртни – сиен пулнине пурте пĕлеççĕ. Анчах туртакансен шучĕ чакас вырăнне ÿссех пырать. Шкулта, ачасем туртма ан пуçлаччăр тесе, чылай мероприяти ирттереççĕ, усал йăла сиенĕ пирки калаççĕ. Анчах...

Малтанлăха ним япăххи те çук пек: тулли çăвар тĕтĕм сывласа илнĕ хыççăн каялла кăлараççĕ çеç. Çакă вара йăлана кĕрсе пырать. Туртаканăн çăварĕнче яланах йÿçĕк тути çÿрет. Ку хăйĕншĕн те, ыттисемшĕн те лайăх мар. Çынпа çуммăн тăма çеç мар, калаçма та йывăр.

Арçынсем туртма пăрахаççĕ пулсан, хĕрарăмсем вара пуçлаççĕ. Вĕсен калаçăвĕ те ылмашать. Чиперуксем арçынпа пĕр танах намăс сăмахпа пупленине илтме пулать. Хĕрарăм организмне никотин ытларах сиен кÿрет.

Урампа пынă чухне илемлĕ тăхăннă çамрăк, хитре сăн-питлĕ хĕрпе каччăна уçăлса çÿренине курсан чун савăнать. Анчах хĕр сумкинчен пирус кăларса ăна çăварĕ патне илсе пырсанах çын шухăшĕ улшăнать. Çумĕнче пыраканни вара ним пулман пек ун çине пăхса йăл-йăл кулать. Çакă йăлана кĕрсех пырать.

Нумай пулмасть хулара тăвансен чÿречинчен пăхса тăма тÿр килчĕ. Тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтĕм. Вуннăмĕш класра вĕренекен ачана юлашки çула ăсатма килнĕ юлташ хĕрĕсем пĕрин хыççăн тепри пирус паклаттараççĕ. Мĕн çитмест-ха çак шкул ачисене; Пăшăрханса е фигурине (90х60х90) пăхса туртаççĕ-ши;

Туртни сиен пулнине малтанах çырнăччĕ ĕнтĕ. Пируспа туслисем çакăн пек чирсемпе чирлеме пуçлаççĕ: чĕре чирĕ, инсульт, ÿпке чирĕ тата ытти те.

Кун хыççăн шутласа пăхсан пăсмасть: туртмалла е туртмалла мар;

Анна ШЕРБУСТАНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика