30 мая 2009 г.
Шупашкарта, Правительство çурчĕн Пысăк залĕнче, Чăваш Республикин тăваттăмĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн черетлĕ çирĕм-мĕш сессийĕ ĕçлерĕ. Унăн ĕçне федерацин Чăваш Республикинчи тĕп инспекторĕ Р.К. Тихонов, Чăваш Ен Президенчĕн Администрацийĕн Ертÿçи А.А. Шарапов, РФ Патшалăх Думин депутачĕ В.С. Шурчанов, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсем, официаллă çынсем хутшăнчĕç.
Сессин кун йĕркине 18 ыйту кĕртнĕччĕ, анчах сесси уçăлсан Патшалăх Канашĕн Экономика политики, агропромышленноç комплексĕпе экологи комитечĕн ертÿçи В.В. Тимофеев депутат Чăваш Республикин “Чăваш Республикин “Çут çанталăк ресурсĕсемпе усă курасси çинчен” саккунăн 10-мĕш статйине тата 11-мĕш статьян пĕрремĕш пайне улшăнусем кĕртесси çинчен” саккунĕн проектне сÿтсе явассине тепĕр сессиччен кун йĕркинчен кăларма сĕнчĕ. Ку сĕнÿпе килĕшрĕç. Депутатсем унтан тĕп ыйтăва – Чăваш Республикин 2008 çулхи бюджетне пурнăçлани çинчен – сÿтсе яврĕç. Иртнĕ çулта саккун кăларакан органсемпе ăна пурнăçлакан влаç тытăмĕсем килĕштерсе ĕçленипе тата малтанах палăртса хунă правилăсемпе (алгоритмсемпе) çирĕплетнипе Чăваш Республикин патшалăх умĕнчи парăмсен процедурине вăхăтра ирттернĕ, çавна май Чăваш Ен федерацин вăраха кайнă парăм çук 12 субъекчĕн йышне кĕме пултарнă. Кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйтупа финанс министрĕ Н.В. Смирнов сăмах илнĕ. 2008 çулта республикăри промышленноç производствин индексĕ 104,7 процентпа (Раççейре – 102,1 процент), тавар çаврăнăшĕ 115,0 процентпа (федераци кăтартăвĕ – 113,0 процент) танлашнă. Уйăхри шута илнĕ шалу виçи 13,9 процент ÿснĕ (Раççейре – 9, процент).
Иртнĕ çул пирĕн республикăра Чăваш Ен Президенчĕн автомобиль çулĕсен тытăмне хăвăртрах туса пĕтермелли Хушăвĕпе килĕшÿллĕн яллă районсенче 341,3 километр чухлĕ хытă сийлĕ çул тунă, унчченхисене тĕпрен юсанă. Асфальт çул 200 ытла яла çитнĕ. Асăннă Хушăва пурнăçласа халăх пурăнакан (вĕсен шутĕнче – сахал йышлисене те) 475 ял тата социаллă пĕлтерĕшлĕ ытти объект патне çитиччен пĕтĕмĕшле 914 километр çул хута янă.
Пурăнмалли çурт-йĕр тăвасси те аван пынă. 2008 çулта финансламалли мĕн пур çăл куçри укçа-тенкĕпе усă курса 980920 тăваткал метр (шел, ку енĕпе кăтарту 2007 çулхинчен 2,4 процент пĕчĕкрех) чухлĕ хваттер, çурт-йĕр хатĕрленĕ. Ытти енĕпе те аталану таппи пĕчĕк маррине палăртнă. Чикĕсенчен чакмасăр ĕçленине цифрăсемпе, тĕслĕх-семпе çирĕплетрĕ финанс министрĕ Н.В. Смирнов. Юлашкинчен депутатсем пĕр шухăш патне çитрĕç: “Чăваш Республикин 2008 çулхи бюджечĕ пурнăçланни çинчен” саккун проекчĕшĕн иккĕмĕш вулавпа тÿрлетÿсемсĕр сасăларĕç.
Кун хыççăн депутатсем тĕрлĕ отрасльпе тата сферăпа çыхăннă ыйтусене тишкерсе татса пачĕç.
(“Хыпар”).