30 мая 2009 г.
Çар хĕсметĕнче пулнă арçын пурнăçăн кирек хăш тапхăрĕнче те хисеплĕ шутланнă. Паян та унăн ячĕ çÿлти вырăнта. Çак кунсенче, акă, Тăрăн тата Треньел клубĕсене тăван-пĕтенĕпе тус-юлташĕсем, ял-йыш çамрăксене çар хĕсметне ăсатма пуçтарăннă. Хальхинче А. Илеменовпа М. Юрмина сĕт çулĕпе кайса çу çулĕпе таврăнма ырă суннă. Нумай пулмасть çеç салтак тумне хывнă Д. Положин вĕсене хăйсен тивĕçне чыслăн упрама, патвар çынсем пулса таврăнма каланă.
Пулас чикĕ хуралçисене ялсенчи хисеплĕ ватăсем те пил панă.