АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации »

30 мая 2009 г.

Тăван çĕртен хакли çук Ăнсăртран хыпар илтĕмĕр. Инçетрен, ют çĕр-шывранах. Такам пирĕнпе кăсăкланать, курса калаçасшăн. Тăван-пĕтенпе пуринпе те курнăçса тăратпăр, калаçатпăр. Аякри çĕр-шывра вара эпир пĕлекен пĕр çын та çук. Хальхи вăхăтра интернет такампа та çыхăнма пулăшать те, пĕр кунхине телефон шăнкăртатрĕ. Яланхи саспа янрамарĕ телефон, çавăнпа чĕрем сикрĕ: ку ахаль шăнкăрав мар. Чăнах та, инçетри Германи çĕрĕнчен пулчĕ шăнкăрав.

– Алло! Эпĕ Чăваш çĕрне лекрĕм-и; – пулчĕ малтанхи ыйту.

– Çапла, – тетĕп.

– Аранах çитес çĕре çитрĕм. Хăçантанпа шыратăп сире. Мана сирĕн мăшăрăр кирлĕ. Телефон патне чĕнме пулмасть-и ăна; – калаçрĕ палламан çын.

Мăшăр килте çукки çинчен пĕлтеретĕп. Кам шăнкăравлани çинчен ыйтатăп.

– Эпĕ Германи çĕр-шывĕнчен, Франкфурт хулинчен. Манăн хушаматăм Штольц. Эпĕ сирĕн мăшăрпа пĕрле икĕ çул хушши салтак пăттине пĕрле çинĕ, чи çывăх юлташăм пулнă вăл манăн. Эпĕ нимĕç йăхĕнчен. Манăн мăн асаттесем Атăл тăрăхне II Кĕтерне патша вăхăтĕнче 19-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче куçса пынă. 20-мĕш ĕмĕрте вĕсем Атăл тăрăхĕнче хăйсен автономине йĕркеленĕ пулнă. Анчах та Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи пуçлансан, 1941 çулта, çак автономие салатса янă. Манăн асаттесем Казахстана лекнĕ, унта тĕпленнĕ. Эпĕ те Казахстанра çуралнă, ÿснĕ, вĕреннĕ. Унтанах Совет Çарне кайнă. Çавăнпа манăн тăван вырăн – унчченхи Совет Союзĕ. Нимĕç чĕлхине эпĕ пĕлсех те кайман. Килте аттепе анне иккĕшĕн хушшинче нимĕçле калаçатчĕç, пирĕнпе – вырăсла. Шел, 1990 çулсенче Атăл тăрăхĕнчи нимĕçсем нумайăшĕ Германие кайма тытăнчĕç. Эпĕ шел тесех каласшăн, пирĕн тăвансем те пĕрин хыççăн тепри куçа-куçа кайрĕç, эпĕ çеç тăрса юлтăм. Ку вăхăт тĕлне эпĕ çемье çавăрнăччĕ, 2 ача çитĕнетчĕ. Мăшăр та Украина тăрăхĕнчи нимĕç хĕрĕччĕ. Куçса кайма пит хирĕçчĕ, мĕншĕн тесен хут çинче нимĕçсем шутланаттăмăр пулин те, хамăр нимĕçле пĕр сăмах та пĕлместĕмĕр. Итлемерĕм мăшăр сăмахне. Ара, арçын сăмахĕнчен хĕрарăм тухаять-и вара; 1991 çулта хваттере, пур пек пурлăха сутрăмăр та Германие кайма пуçтарăнтăмăр. Ун чухнехи укçапа 22 пин тенкĕ пухнăччĕ. Пысăк укçаччĕ вăл. Мускава çитсен ăна доллар е марка çине куçарма ĕмĕтленнĕччĕ. Çук, ылмаштарма май килмерĕ. Ун чухне ылмаштару пункчĕсем çукчĕ. Мĕн те пулин илер тесе лавккана кĕретпĕр, пурте талонпа. ГУМпа ЦУМра та резина атăсем çеçчĕ. Ку укçапа Германире пурпĕрех усă кураймастпăр тесе чикĕре пур пек укçана йăлтах парса хăвартăмăр. Çапла Германи çĕр-шывне пĕр пуссăр пырса кĕтĕмĕр. Шутлатăп, унта çитсен мана никам та пăрахмасть. Пĕтĕм тăван çавăнта пурăнать-çке!

Çитсенех куçса пынисене пĕр лагере вырнаçтарчĕç. Вăт çавăн чухне концлагерьтисен пурнăçне аса илнĕччĕ. Никампа та курнăçма юрамасть. Ниçта та шăнкăравламалла мар. Ултă уйăх усрарĕç çапла: те тĕрĕслерĕç пире, те урăххи... Çын тĕрлĕрен: чăтайманнипе хăйсем çине алă хуракансем те пулчĕç. Мăшăрăм та питĕ ÿкĕнетчĕ мана итлесе тăван çĕр-шыва пăрахса тухса килнишĕн. Ачасем те питĕ çамрăк. Ултă уйăх хушшинче кăштах нимĕçле перкелешме вĕрентĕмĕр. Пĕррехинче пире пăхса тăракан пĕр нимĕç хĕрарăмĕ пулăшрĕ. Эпĕ кунта манăн пĕтĕм тăван пурăнни, вĕсем пирĕн çинчен нимĕн те пĕлменни çинчен каларăм. Вăл мана вăрттăн хăйĕн укçипе асанне патне шăнкăравласа пĕлтерме пулăшрĕ. Тавах ăна. Çакăн хыççăн çеç тăвансемпе тĕл пулма пултартăмăр. Ултă уйăхран лагерьтен кăларчĕç. Ĕçе вырнаçма ирĕк пачĕç. Çапла вырнаçса кайрăмăр вара Германи çĕрĕнче. Союзра пурăннă чухне электрик специальноçне вĕреннĕччĕ. Унта куçса кайнăранпа çак профессипех пурăнатăп.

– Пурнăçсем мĕнлерех унта сирĕн халь; – кăсăкланатăп эпĕ.

– Халь Европăра кризис. Ĕç вырăнĕсем чакса пыраççĕ. Эпĕ те ĕçре куçа сусăрлатрăм та, ĕçрен кăларчĕç. Ман çулри çынсене ĕç вырăнĕ тупма йывăр. Ытларах çамрăксене илме тăрăшаççĕ. Вĕсем чирлессе те сахалрах чирлеççĕ, вăй-халĕ те урăхларах. Юрать-ха малтанхи ĕçрен, сирĕнле каласан профсоюзран, 500 евро тÿлесе пыраççĕ. Унсăрăн питех те йывăра килет. Пирĕн кунта халь пурте европа. Марка хисепре мар, унпа питех усă курмаççĕ. Анчах ку укçа хваттершĕн тÿлеме те çитсе пымасть. Юрать, кăштах пухса пынă укçа пур.

– Дача таврашĕ пур пулĕ-ха. Унта кăштах пурăнмалăх лартса ÿстерме пулать, – тетĕп каллех.

– Дачи 2 таран та пур. Пĕрне канма кăна каятпăр. Унта çĕр таврашĕ çук. Тепринче çĕрĕ акса-туса илмелĕх те пур, анчах нимĕç халăхĕ акса-туса илнĕ çимĕçрен хатĕрлеме пĕлмест. Вăл хатĕр продукци туянма юратать. Килте хатĕрленĕ апат-çимĕçе пит кăмăлламасть темелле-и... Вырăссен пĕр апатне çемйипех кăмăллатпăр. Шуратса çĕр улми пĕçеретпĕр те селедкăпа пурте пĕрле ларса çиетпĕр. Тата пахча çимĕçе пулса çитиччен çĕр çинче вырттарма май çук. Шăп помидор хĕрелнĕ вăхăтра пирĕн çумăрсем пуçланаççĕ. Симĕслех çăлса хуратпăр та вара... Пурпĕрех пулса çитнĕ çимĕç мар вăл. Теплица туса панă эпĕ, анчах унпа пурпĕрех тухăçлă усă курма май çук.

– Раççее таврăнас теместĕр-и;

– Ах, питĕ таврăнас килет. Ман çуралнă çĕр-шыв-çке-ха вăл. Эпĕ унта çын пулнă: утма-чупма вĕреннĕ, пĕрремĕш сăмах каланă. Тăван çĕр-шыв вăл эс мĕнле наци çынни пулнине пăхмасть, эс кăвапапа ăçта çыхăннине пăхать. Ман кăвапа Раççейре юлнă. Маншăн мĕн виличченех тăван çĕр-шыв вăл – Раççей. Эпĕ пур-пĕрех кунта ют. Вăл пур çĕрте те сисĕнет. Пире таçтан та уйăрса илеççĕ. Пире валли ятарласа вырăс лавккисем те уçса пачĕç. Унта сирĕн патра мĕн сутаççĕ – пурте пур. Анчах пурпĕрех... Вăт ачасем Германинче ÿсрĕç. Вырăсла килте мăшăрăмпа калаçнине çеç илтнĕ, çавăнпа та Раççее килме хăраççĕ вĕсем. Эпир мĕн тăвăпăр унта теççĕ. Те чăннипех те çапла...

Халь тата кризиспа хăратаççĕ. 1990 çулсем пек вăхăтсем çитесрен кулянатпăр. Медведевпа Путин сире пăрахмаççех. Кризисран Раççей çăмăллăн тухать тесе шантарса калаççĕ. Сире пурпĕрех çăмăлтарах пулĕ малашне. 1990 çулсенчи йывăрлăхран та кăларма пултарчĕç пулсан, сирĕн питех кулянма кирлех мар, – лăплантарать мана çĕнĕ пĕлĕшĕм.

– Хальлĕхе туймах тытăнман-ха. Анчах малашнехи пурнăçа Турă пĕлет, – тетĕп эпĕ.

– Шанакана вăл та пулăшать. Ырă пуласлăха шанма çеç ан пăрахăр. Шанчăк пĕтсен йăнăш туса хума питĕ ансат, – тет нимĕç тус.

Эпĕ ăна ытла нумай вăхăт хушши калаçни, укçа-тенкĕ чылай тÿлеме тивни çинчен калатăп.

– Уншăн ан пăшăрханăр. Хальхи вăхăтра интернет инçете те çывăхлатать. Эпĕ сирĕнпе калаçни нумай çул хушши пухăннă тунсăха сирме пулăшрĕ, – мăшăра салам калама хушса, ырлăх-сывлăх сунса сыв пуллашрĕ манпа çĕнĕ пĕлĕшĕм.

... Кунĕпех шухăша кайса çÿрерĕм. Тăван çĕр-шыв тунсăхĕ епле хăватлă вăл. Ахальтен çапла каламан иккен ваттисем: “Тăван çĕрĕн тусанĕ те тăван, пылчăкĕ те пылак, нÿрлĕ тăмĕ – ылтăн, типĕ чулĕ – кĕмĕл”, “Тăван çĕртен хакли нимĕн те çук”.

Валентина ЯКОВЛЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика