АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сывлăха канупа çирĕплетер

30 мая 2009 г.

Çитĕнекен ăрăва пăхса ÿстересси чашăкри салмана çиесси мар теççĕ. Ку чăнахах та çапла ĕнтĕ. Кашни ашшĕ-амăшĕ ывăл-хĕрне сывлăхлă, çирĕп ăс-тăнлă пултăр тет. Кунсăр пуçне ачасен малашлăхĕшĕн тăрăшакан патшалăх шайĕнчи тĕрлĕ организаци те пур. Акă, Раççей Федерацийĕнчи социаллă страховани фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕн районти пайнех илер. Ачасен канăвне йĕркелессишĕн, сывлăхĕсене лагерьсенче çирĕплетессишĕн сахал мар тăрăшать вăл. Умра çуллахи каникул пулнăран, сăмаха унăн тĕп специалисчĕпе Л. Кадкинăпа пуçартăмăр (ÿкерчĕкре). Хаçат вулакансене кăсăклантаракан ыйтусене хуравлама ыйтрăмăр.

– Людмила Леонтьевна, шкул çумĕнчи лагерьсем кăçал та хăйсен ĕçне йĕркелессе шанатпăр. Ачасем те кĕтеççĕ...

– Паллах. Иртнĕ çул вĕсенче 1255 ача сывлăхне çирĕплет-нĕччĕ. Канăва виçĕ сменăпа йĕркеленĕччĕ. Кăçал малтанлăха икĕ сменăра 900 ачан сывлăхне çирĕплетме пăхнă. Вĕсем вун сакăршар кун канĕç.

– Район тулашĕнчи лагерьсене, санаторисене çулленех кайма майсем пуррине те пĕлетпĕр ĕнтĕ...

– Тĕрĕсех. “Лесная сказка”, “Чайка”, “Солнышко”, “Звездный”, “Янтарьный” лагерьсем ачасене кĕтеççĕ.

– Çывăх вăхăтра хăшĕсене кайма пулать;

– “Звездный” лагерьте пĕрремĕш смена майăн 31-мĕшĕнчен пуçланать. Путевкăсем çителĕклĕ. Июнĕн 2-мĕшĕнче “Чайка”, “Солнышко” санаторисем, виççĕмĕшĕнчен “Звездный”, каярахпа ыттисем ĕçе пуçăнаççĕ. Района 100 ытла путевка уйăрнă. Тархасшăн, ачасен суйламалăх пур.

– Вĕренÿ çулĕ пынă вăхăтра та санаторисенче сипленме май туса панăччĕ-тĕр.

– “Лесная сказка”, “Чайка”, “Солнышко” лагерьсенче 30-ăн пулчĕç.

– Ачасене район тулашĕнчи лагерьсене ăсатасси ашшĕ-амăшĕ çинче тăрать. Вĕсене леçсе, илме кайса ĕç кунĕ çухалать, çул укçи пĕтет. Ку енĕпе кăçал улшăнусем пулаççĕ-и;

– Çак ыйтупа район пуçлăхĕ Н. Глухов патĕнче пултăм. Вăл лагерьсене леçессине, кайса илессине администраци çине илме пулчĕ. Социаллă страховани пайĕпе килĕшÿ тума калаçса татăлтăмăр. Транспортпа, социаллă педагогпа тивĕçтерни мĕн чухлĕ çăмăллăх кÿрĕ ашшĕ-амăшне!

– Миçе çулхи ачасене тивĕçеççĕ путевкăсем;

– 7 çултан пуçласа 15 таранчченхисене. Ашшĕ-амăшĕ бюджет сферинче ĕçлекеннисен ыйтăвне хирĕçлеместпĕрех.

– Ыйтăвĕ нумай. Çулĕпе çамрăкраххисем лагере пĕлекен ачасемпе каясшăн. Çакăн пек майсем пур-ши;

– Тархасшăн. Ача-ачах. Ют çĕре кашнийĕ часах хăнăхаймасть. Çавăнпа та пиччĕшĕпе шăллĕ е аппăшĕпе йăмăкĕ, пĕр касра, класра выляса ÿсекенсем пур. Вĕсен кăмăлне хирĕç каймастпăр.

Социаллă страховани фончĕн районти пайне кĕрсе тухăр, шăнкăравлăр, кĕтетпĕр.

А. АСТРАХАНЦЕВА

калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика