30 мая 2009 г.
Раççейре çул çитмен ачасем преступлени тăвассине тимлекен инспекци йĕркеленсе кайнăранпа çу уйăхĕн юлашки кунĕнче 74 çул çитет. Ятарлă службăн истори çулĕ тумхахсăр мар. Çак кунсенче пирĕн хаçат сотрудникĕ районти шалти ĕçсен пайĕн çул çитмен ачасен инспекцийĕн пуçлăхĕпе В. Кузнецовăпа тĕл пулса калаçнă, çăмăл мар служба аталанăвĕ, ĕçĕ-хĕлĕ пирки сăмах пуçарнă.
– Вероника Григорьевна, Кикабидзе юрăç “Манăн çулсем – манăн пуянлăх” тесе мăнаçланса юрлать. Çак сăмах Сире, çамрăк ертÿçе, пырса тивмест пулин те инспекцин историйĕпе вулакансене кĕскен паллаштарăр-ха. Кирек мĕнле пулсан та вăл яланах паянхи евĕр пулман-çке.
– Тĕрĕсех. Çул çитмен ачасем преступлени тăвассинчен профилактика ĕçĕсем йĕркелесси революци хыççăн çеç хастар пуçланнă. 1935 çулта СССР халăх комиссарĕсен Канашĕн тата ЦК ВКП(б) постановленийĕпе килĕшÿллĕн килсĕр, тимлĕхсĕр, çапкаланса çÿрекен ачасене шута илсе тÿрĕ çул çине кăларасси йăлтах милици çине тиенет. Пирĕн служба ĕçĕ шăпах çакăнтан тытăнать те ĕнтĕ.
1977 çулхи февралĕн 15-мĕшĕнче милицинчи ачасен йышăнмалли пÿлĕмĕсенчен çул çитменнисемпе ĕçлекен инспекцисем туса хунă. Урăхла каласан, çул çитмен ачасем преступлени тăвассипе ĕçлекен служба тимлĕхĕ, яваплăхĕ вăхăт таппипе тан улшăнса пынă.
– Паян ачасем ытларах, кирек мĕнле пулсан та, тутă та, питĕ те çÿреççĕ. Çапах та хура çул çине тăрса преступлени тăвакансем тупăнаççĕ. Юлашки çулсенче вĕсен йышĕ ÿсет е чакать-ши; Çакна мĕнле сăлтавлатăр;
– Тĕрĕссипе, çулпа çул хушшинче пысăк улшăну çук. 2004 çулта – 26, 2005 – 24, 2006 – 26, 2007 – 23, пĕлтĕр вара 17 преступлени тунă. Юлашки вăхăтра шкул ачисем эрех-сăрапа иртĕхни час-часах тĕл пулни пăшăрхантарать, шухăшлаттарать. Нумай пулмасть, акă, пирĕн инспекторсемпе участокри уполномоченнăйсем “Алкоголь тата табак” операци вăхăтĕнче райпон Ыхра Çырминчи, Треньелĕнчи Сурковсен магазинĕсенче çул çитмен ачасене сăра сутнине тытнă. Сутуçăсем пĕлсе тăрса çак утăма туни, паллах, тĕлĕнтерет. Çавăнпа та кашни ача пушă вăхăта усăллă ирттертĕр, эрех-сăра, наркотик енне ан явăçтăр тесе тăрăшмалла, час-часах вĕсене сăнамалла, уйрăмах каçхине ашшĕ-амăшĕпе педагогсен патрульне йĕркелемелле. Ку тĕлĕшпе районта уйрăмах Сăкăтра, Первомайскинче, Ыхра Çырминче, Патăрьелĕнче, Шăнкăртамра ĕçе лайăх йĕркеленĕ.
– Улми йывăççинчен аякка ÿкмест, теççĕ. Хамăрăн варта ÿтленсе çитĕннĕ ача сăнĕпе те, характерĕпе те çичĕ юта хумасть ĕнтĕ. Çапла-и; Вероника Григорьевна, пирĕн районта ют ачасене хăйсен хÿт-лĕхне илнĕ çемьесем те пур. Эсир вĕсемпе мĕнле çыхăну тытатăр;
– Çул çитмен ачана хăйсен яваплăхĕ çине илекен тирпейлĕ çемьере юта та ăшă. Хальхи вăхăтра пирĕн районта 72 çемьере çул çитмен94 ача хÿтлĕх тупнă. Сăмахран, Упамсари Трофимовсем, Кĕçĕн Патăрьелĕнчи Алякинсем, Ишекри Уткинсем, Пăлапуç Пашьелĕнчи Мешковсем виçшер ачана тивĕçлĕ воспитани парса пăхса çитĕнтерес тесе илнĕ. Вĕсем пурте ырă тĕслĕхлĕ çемьесем. Çав вăхăтра Тури Чакăра пурăнакан хĕрарăм, хĕрĕн ачине хăй яваплăхĕ çине илнĕскер, ăна кирлĕ пек пăхмасть, чирлĕ ачана сиплемест, тирпейсĕр пурăнать. Çакăн пек условинче епле сывă та тĕреклĕ ача çитĕнтĕр-ха;
Çул çитмен ачасемпе ĕçлекен инспекторсем шута илнĕ йывăр çемьесенче тăтăшах пулаççĕ, вĕсемпе уйрăм калаçусем йĕркелеççĕ. Нумай пулмасть çеç, акă, “Дети и семья” операци иртрĕ. Çак тапхăрта вĕсем Аслă Чемен, Турхан, Нăрваш Шăхаль, Ишлĕ, Первомайск, Шăнкăртам ял тăрăхĕсенчи тĕрлĕрен шăпаллă çемьесене çитсе çул çитмен ачасен пурнăçĕпе, вĕсене мĕнле воспитани панипе кăсăкланнă.
– Кирек мĕнле ача та ăс-тăнпа çирĕпленсе çитмен чухне темĕнле ĕç те туса хума пултарать...
– Çапла, ача вăл ачах, пысăк çын мар. Кирлĕ пулсан ăна хытă вăрçатăн, ăшă сăмах та, мухтани-ятлани те вырăнлă. Тĕрĕс çултан ан пăрăнтăр çеç. Çавăнпа та ачан пуласлăхĕ, малашлăхĕ – пĕрлехи вăйра.
А. ЕГОРОВА.