03 июня 2009 г.
Çĕр – пирĕн кил. Унти тирпей-илем, тасалăх хамăртан килет. Анчах çакна эпир темшĕн ăнланмастпăр: ăçта килнĕ унта варалатпăр. Çуллен хамăр пурăнакан, пире тăрантаракан, тумлантаракан çĕр-аннемĕре çÿп-çап айне путаратпăр. Чăнах та, юлашки çулсенче тавралăха сыхлассипе сахал мар ĕç тунă. Акă, çул хĕррипе, çырма-çатра айккипе мĕн чухлĕ йывăç лартрĕç. Пурте тĕрĕс-тĕкел ÿссе çитĕннĕ пулсан, йĕри-тавра вăрман кашламалла пек. Çук вĕт, ниме пăхмасăрах выльăхсене çитерттерсе яратпăр, хамăр та хуçма ÿркенместпĕр. Этем хăйне валли хăй шăтăк алтать.
Çут çанталăка сыхлас тата урамсенче тирпей-илем кĕртес тĕллевпе Раççейре, республикăра, районта çулленех уйăхлăх ирттереççĕ. Раççей Федерацийĕн Правительстви 1996 çулта çут çанталăка сыхлассипе кăларнă йышăнупа килĕшÿллĕн Чăваш Ен Президенчĕн 2005 çулта “Йывăç кунĕ”, “Йывăç ларт тата ăна упра” мероприятисем ирттерессипе хушу тухнă. Çаксене шута илсе район пуçлăхĕ Н. Глухов район территоринче Раççейĕпех иртекен экологи хăрушсăрлăхĕн кунĕсене йĕркелеме йышăннă. Вăл апрелĕн 10-мĕшĕнче пуçланнă, июнĕн 5-мĕшĕнче вĕçленет. Хальхи вăхăта çут çанталăка упраса чылай ĕç пурнăçланă. Мĕн пурĕ 16002 йывăç лартнă, вăл шутран автоçул хĕррипе – 927, урамсене, организаци-предприяти таврашне – 4892, çырма-çатра, кÿлĕ, юхан шыв хĕррисене те хунавсемпе çирĕплетнĕ. Çавăн пекех пĕчĕк тĕмсем 3543 хутшăннă.
Кăçал район территоринче 0,9 гектар йышăнакан парк уçнă. Çĕнĕ аллея та пур. 0,3 гектар çинче улма-çырла йывăççисене ĕрчетме пуçланă. Асăну посадкисем те виççĕ, вĕсен лаптăкĕ 1,5 гектар. Кивĕ парксене, скверсене, аллейăсене, садсене реконструкциленĕ.
Организаци-предприяти, кафетерий, лавкка умĕсене чечексемпе илемлетесси пирĕн районта та йăлана кĕчĕ. Кăçал газонсем 5604 тăваткал метр йышăнаççĕ.
Архитектурăн кĕçĕн форми те çуллен вăй илсе пырать. Çÿп-çап пуçтармалли контейнерсемпе урнăсем 46 çĕре вырнаçтарнă, пĕлтĕр 26 кăна пулнă. Пĕр шутласан кăçалхи хисеп те сахалтарах. Вĕсем çывăхарах тата нумайрах пулсан урамсем те тирпейленеççĕ.
Районти 29 çăл куçа тасатнă, ку пĕлтĕрхинчен 10 ытларах. Çырма-çатрасене йĕркене кĕртесси малалла пырать тата 500 çухрăма яхăн тирпейлемелле. Масарсене те ялта ниме ме-лĕпе тирпейленĕ. Выльăх масарĕсене те йĕркеленĕ.
Çул хĕррипе лартнă тирексем хушшинче çĕрнисем, чирлисем нумайланнă. Çавăн пеккисене 642 каснă, 1549 йывăçа касса хитрелетнĕ.
Пирĕн районшăн чи çивĕч ыйту – çÿп-çапа ятарлă вырăнсене кайса тăкманни тата ытлашши сапаласа яни. Çыншăн хăрушлăх кăларакан 75 çÿп-çап тăкмалли лаптăка пĕтернĕ, 784 тонна çÿп-çап тиесе тухнă. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче ăпăр-тапăр пăрахмалли ятарлă вырăн (полигон) пĕрре, Сăкăт енне кайнă çĕрте. Шел пулин те, унта йĕрке сахалтарах. Кирлĕ мар япаласене пĕр çĕрелле тăкманнипе таçтан курăнмалла сарăлса выртать.
Район центрĕнче, ялсенче çÿп-çапа тиесе тухассине кирлĕ шайра йĕркелеменни те шухăшлаттарать. Тулса кайнă контейнерсем эрни-эрнипе, тăкăнса кайичченех лараççĕ.
Йывăç лартас, урамсене тирпей-илем кĕртес тапхăр вĕçленсе пырать. Районти тĕп эколог М. Хафизов ку ыйтупа Шăнкăртам, Нăрваш Шăхаль, Тăрăн ял тăрăхĕсенче лайăх ĕçленине палăртрĕ. Çав вăхăтра Çĕньял, Туçа, Пикшик ял тăрăхĕсенче кирлĕ пек тимлĕх уйăрман.
Çĕре, тавралăха упрама ачасене мĕн пĕчĕкрен хăнăхтармалла. Шкулсенче ку ыйтупа уçă уроксем, конкурссем ирттереççĕ. Тирпей-илем кĕртнĕ, йывăçсем лартнă çĕрте те вĕренекенсем хутшăнаççĕ. Аслисем хăйсем тата та ытларах ырă тĕслĕхсем кăтартсан, çĕр çинче усал чĕреллĕ çынсем те сахалтарах пулĕччĕç.
Июнĕн 5-мĕшĕ – Пĕтĕм тĕнчери тавралăха сыхламалли тата эколог кунĕ. Пирĕн пурин те çут çанталăка юратма тата упрама пĕлмелле. Çак кун кашни çын тавралăха сыхлассишĕн пĕр ырă ĕç тусан та тем пекехчĕ.
О. ПАВЛОВА.