03 июня 2009 г.
А. Нестеров, 1962 çулта çуралнăскер, ашшĕпе Е. Нестеров пенсионерпа пĕрле пурăннă. А. Нестеров мăшăрĕнчен уйрăлнă, эрех-сăрапа пĕччен иртĕхнĕ, ниçта та ĕçлемен. Ашшĕне час-часах хĕненĕ – ĕçме пенси укçи кирлĕ-çке. Кăçалхи Çĕнĕ çул уявĕ вăхăтĕнче те вăйлă хĕненĕ, ашшĕ аран-аран çÿрекеленĕ.
Апрелĕн 23-мĕшĕнче А. Нестеров киле ÿсĕр пынă. Татах ĕçес килнĕ унăн. Каллех укçа ыйтса ашшĕне хĕнеме тытăннă. Ашшĕ укçа çукки çинчен пĕлтернĕ. Ывăлĕ урсах кайнă, хĕнесе ашшĕн аяк пĕрчийĕсене хуçса пĕтернĕ, урăх сурансем те тунă. Е. Нестеров ыратнине тÿсеймесĕр вилсе кайнă. Айăплавран хăраса А. Нестеров хăй çине алă хунă.
Икĕ вилен сăлтавĕ – пĕр çын эрехпе иртĕхнинче. Ашшĕ ялта ырă ятлă пулнă, хуçалăхра ĕçленĕ, халăх кĕтĕвне кĕтнĕ, ĕçкĕпе иртĕхмен, арăмĕ вилнĕ хыççăн час-часах чирлекеленĕ.
Д. ТАЗЮКОВ,
районсем хушшинчи следстви пайĕн аслă следователĕ.