АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хирте тыр-пул кашласан чунра та пулĕ аван

06 июня 2009 г.

Тин кăна çĕр ĕçченĕ çур акине ирттерсе ячĕ, никĕсе хывнисем шăтса та тухрĕç. Ака мĕнле пахалăхпа иртни шăпах куç умĕнче. Районта иртекен Акатуй-Сабантуйра чи маттуррисене палăртас тĕллевпе юн кун уй-хир тĕрĕслевĕ иртрĕ. Унта район пуçлăхĕ Н. Глухов, АПК предприятийĕсемпе хутшăну йĕркелекен пай начальникĕ М. Калмыков, ял тăрăх пуçлăхĕсемпе хуçалăх ертÿçисем, специалистсем хутшăнчĕç. Кашни хуçалăха çитсе акнă, лартнă культурăсем мĕнле шăтса тухнине хакларĕç, специалистсем сăмах илчĕç.

Уй-хир тĕрĕслевĕ Патăрьелĕнчи улма-çырла питомникĕнчен тытăнчĕ. Питомник улма-çырла тĕмĕсем çитĕнтернисĕр пуçне тĕш-тырă вăрлăхĕ туса илессипе те ăнăçлă ĕçлет. Кунта çулленех элита, суперэлита вăрлăхсем никĕсе хываççĕ. Техника паркне те çĕнетсех тăраççĕ. Çавăн пекех улма-çырла тĕмĕсене çитĕнтерсе сутассипе те аван тимлеççĕ. Питомник директорĕ В. Барышников районта садсем ĕрчетессипе çителĕксĕр ĕçленине асăнчĕ.

“Батыревский” хупă акционерла пĕрлешÿ районта лайăх аталанса пыракан хуçалăхсенчен пĕри. Кунта пур отрасле те тимлĕх уйăраççĕ. Тыр-пул анисем таса, çурхисем кăшăлах тухнă. Вăрлăхсене имçамласа акни, минераллă удобрени пани тÿрех курăнать. Çĕр улми йăранĕсене хăпартма тытăннă. Выльăх апачĕ хатĕрлеме техникăна юсаса çитернĕ. Çунтармалли-сĕрмелли материал вырма ирттерме те çитет.

Çуркунне – ĕне-выльăха кĕтĕве кăлармалли тапхăр та. Уçă сывлăшра çÿрекеннисен сăвăм та ÿсет, пăрăвĕсем те тĕреклĕ пулаççĕ. АПК предприятийĕсемпе хутшăну йĕркелекен пайри тĕп зоотехник Г. Салмина витесене тасатса дезинфекцилемелли пирки те манса каймалла маррине асăнчĕ. Районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станцин начальникĕ П. Ефимов кĕтÿçсен çумĕнче выльăх чирлесен пулăшу памалли эмелсем кирлине палăртрĕ.

“Исток” хуçалăхра та акана яваплăха туйса ирттернĕ. Кăçал пĕрремĕш çул пăрçа акнă. Хура пус 300 гектара яхăн, ăна çумкурăк пусасран икĕ хут сÿреленĕ. Кадрсем тĕлĕшĕнчен те йывăрлăхсем çук. Техника паркĕ çĕнелет, çулталăк пуçланнăранпа кăна 5 миллион тенке яхăнлăх туяннă.

ЧР “Россельхозцентр” филиалĕн Патăрьелĕнчи уйрăмĕн агрохимикĕ Ф. Салахутдинов çĕр пулăхлăхне ÿстерес тĕллевпе кали, известь çителĕклĕ турттарнине, çав вăхăтрах уя тислĕк тăкассипе çине тăманни пирки пăшăрханса пĕлтерчĕ.

Кăçал пур хуçалăх та акана вăхăтра ирттерсе яма тăрăшни сисĕнчĕ, çанталăк условийĕ те май пачĕ. “Югель” хуçалăхра пĕрчĕллĕ культурăсемсĕр пуçне севок, чĕкĕнтĕр акнă. Çум курăкран тасалса тĕш-тырă анисене гербицид сапнă.

“Родина” хуçалăхра уйрăм çынсем хушшинче севок, кишĕр акса туса илекенсем нумай, фермерсем те чылай. Хуçалăхăн çĕр лаптăкĕ çавăнпа пысăках мар: пĕрчĕллĕ культурăсем 400 гектар йышăнаççĕ. Минераллă удобренипе апатлантарма вăй çитейменни калчасен ÿсĕмĕнче тата тĕсĕнче лайăх курăнать.

Панкрута тухнă хуçалăхсен çĕрне арендăна илсе усă курасси йăлана кĕчĕ тесен те юрать. “Родник” хуçалăх саланнисенчен пĕри. Унăн пушă выртакан хирĕсене кăçал “Гвардеец” тата “Звезда” хуçалăхсем акса хăварнă. Маларах анасем çум-курăк ăшне путнăран ĕçлемелĕх пур.

“Гвардеец” пĕрлешÿре кăçал пĕрремĕш хут 40 гектар çинче сарă пăрăç (горчица) çитĕнтереççĕ. Тупăшлă пулсан малалла та ку культурăна акма хирĕç маррине каларĕ хуçалăх ертÿçи А. Каргин.

Фермерсем акара тĕл пулнă йывăрлăхсем, вĕсене мĕнле çĕнтерни пирки Е. Мартышкин фермер чарăнса тăчĕ.

Тепĕр чарăну “Звезда” хуçалăхăн севок уйĕнче пулчĕ. Кооператив сухан-севок туса илессипе çулленех лайăх ĕçлет. Анасене гербицидпа çум курăкран тасатса тăраççĕ. Ытти культурăсем те лайăх çитĕнеççĕ. Минераллă удобренисемпе усă кураççĕ.

“Тойси” пĕрлешÿре çурхи пĕрчĕллĕ культурăсем 300 гектар ытла. Вĕсене çум курăкран гербицид сапма паян-ыран тухассине пĕлтерчĕ хуçалăх ертÿçи Г. Рубцов.

Пирĕн енчи культурăллă ÿсен-тăрансене сиен кÿрекен чирсемпе хурт-кăпшанкă çинчен ЧР “Россельхозцентр” филиалĕн Патăрьелĕнчи уйрăмĕн агрономĕ В. Базманкин каласа пачĕ. Шăши евĕрлĕ чĕр-чунсем, улăх лĕпĕшĕсем, тымар хурчĕсем, саранчасем нумай хур кăтартаççĕ. Çавна май сăнасах тăмалла, кирлĕ йышăнусем тумалла.

Ленин ячĕллĕ агрофирмăн çĕрĕ 1150 гектар тата 1250 гектар арендăна илнĕ. Пур ĕçе те вăхăтра тума тăрăшнă: гербицид сапнă, çĕр улми йăранĕсене хăпартнă. Выльăх-чĕрлĕхе симĕс курăк çулса çитереççĕ.

ЧР “Россельхозцентр” филиалĕн Патăрьелĕнчи уйрăмĕн начальникĕ О. Глухов кăçал акара мĕнле вăрлăхсемпе усă курнине, çитес çул кондициллисене çеç акмаллине хытарсах каларĕ.

Хуçалăха тупăш ытларах пропашной культурăсем кĕртеççĕ. “Колос” хуçалăхра çĕр улми сахал лартнине, ку ыйтупа çине тăрса тимлемеллине палăртрĕ АПК предприятийĕсемпе хутшăну йĕркелекен пай начальникĕ М. Калмыков.

ЧР “Россельхозцентр” филиалĕн Патăрьелĕнчи уйрăмĕн агрономĕ М. Сабируллин вăрлăхсене имçамласа акасси, кĕлетсене тасатса дезинфекцилесси пирки чарăнса тăчĕ.

“Красное знамя” хуçалăхра çине тăрсах выльăх апачĕ янтăлаççĕ. Сенаж хума пуçланă. Вырма валли техникăна çĕнетеççĕ. Çывăх кунсенче кунта тĕш-тырă комбайнĕ килмелле.

Районта лайăх аталанакан хуçалăхсен шутне “Труд” кооператив та кĕрет. Пĕрчĕллĕ культурăсен вăрлăхĕсене çĕнетнĕ, кашни лаптăка акса хăварма тăрăшнă. “Дуслык” хуçалăх çĕрĕн пĕр пайне хăйĕн хÿттине илнĕ.

Ĕçри хăрушсăрлăх пирки ĕç сыхлавĕн инженерĕ Г. Крылов калаçрĕ, ĕçлекенсене валли ятарлă тум кирли çинчен асăрхаттарчĕ.

“Дуслык”, “Мир”, “Булинская”, “Знамя”, “Сидели”, “Хастар” хуçалăхсенче те кăçал ака акмасăр иртмен. Турхансем унчченхи “Красная поляна” хуçалăхăн çĕрне те арендăна илсе ĕçе кĕртме вăй-хăват çитернĕ. Ишлĕ ял тăрăхĕнчи усă курман лаптăксене тĕш-тырă, нумай çул ÿсекен курăк никĕсе хывнă, хура пусă туса хăварнă.

“Первомайск” хуçалăхра пусă çаврăнăшне пĕлсе йĕркелесе пыни тухăç илме май парать. “Малалла” ял хуçалăх артелĕн ертÿçи М. Петров ертсе пыма пуçланăранпа хуçалăх ура çине тăчĕ. “Малалла” хăй те çуллен вăй илет. Тĕш-тырă анисенчен те çакă паллă: таса, калчасем вăйлă.

АПК предприятийĕсемпе хутшăну йĕркелекен пайри тĕп инженер И. Васильев выльăх-чĕрлĕх апачĕ хатĕрлекен техникăна юсаса пĕтерсе хире кăларма вăхăт иккенне, çавăн пекех кивĕреххисене те хатĕр тытмаллине пĕлтерчĕ. Çак пайри тĕп агроном В. Алексеев пĕрчĕллĕ культурăсене палăртнинчен кая акманнине, çĕр улмине ытларах та никĕсе хывнине каларĕ.

Юлашки чарăну “Жизнь” хуçалăхра пулчĕ. Кунта кăçал паха вăрлăхсемпе кăна усă курнă, техника паркĕ те лайăхланнă.

Уй-хир тĕрĕслевне район пуçлăхĕ Н. Глухов пĕтĕмлетрĕ, кăçалхи акапа кăмăллă пулнине палăртрĕ. Чи хастаррисем Акатуй-Сабантуйра парнесене тивĕçĕç.

О. ПАВЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика