06 июня 2009 г.
Июнь-июль уйăхĕсенче районти тĕп больница ĕçченĕсем вырăнсенче пулса çынсене флюорографи тĕпчевĕ ирттерĕç. Çак майпа усă курса кашни çын ренгенологи тĕпчевĕ витĕр тухмалла. Çакă сывлăха сиен кÿмест. Вăл пулăшнипе кăкăр кăшкарĕнчи органсен тĕрлĕ чирĕсене тупса палăртма пулать. Сăмахран, ÿпке шыççи, тип пыр эктомийĕ, плеврит, чĕре чирĕсем, хутаçлă шыçă тата ыттисем те. Флюорографи ÿпке туберкулезĕн малтанхи паллисене тĕрĕс тупса палăртать. Çакă вара туберкулезпа чирлессине чакарма май парать.
Кашни çыннăн сывлăхĕ – хăйĕн аллинче. Çавăнпа та май пур чухне чир-чĕртен профилактика тăвассипе кашнийĕ тăрăшмалла.