АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă ĕçĕн хакĕ пысăк

06 июня 2009 г.

Социаллă хÿтлĕх пайĕ районти 20 пине яхăн çыннăн ыйтăвĕсене тивĕçтерет. Вăл шута 11 пин ытла пенсионер, инвалид, пĕч-чен пурăнакан ватă тата ыттисем те кĕреççĕ. Ачасемшĕн тĕрлĕ пулăшу илекенсем 4093 çын. Вĕсене кăçалхи пĕрремĕш кварталта 19 миллион та 287 пин тенкĕлĕх пособипе тивĕçтернĕ.

Социаллă хÿтлĕх пайĕ граждансене пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă тивĕçтерÿсемшĕн татăлас ĕçре те субсиди парать. Унпа 1052 çемье усă курнă.

Районта республика шайĕнчи социаллă хÿтлĕхе туякан 4258 ветеран пурăнать. Тыл ĕçченĕсем, ĕçпе вăрçă ветеранĕсем патне тимлĕх уйăрса 13 миллион та 498 пин тенкĕ пулăшу кÿнĕ. Телефоншăн компенсаци парасси те çак шутах кĕрет.

Çăмăллăхпа усă куракан инвалидсемпе ватлăх енне кайнисене “Вега” сиплев центрне тÿлевсĕр путевкăпа яратпăр. Кăçалхи 5 уйăхра унта пиллĕкĕн пулчĕç.

Социаллă хÿтлĕх пайĕ ĕç сыхлавне те сахал мар тимлĕх уйăрать. Кăçал “Колос”, “Труд”, “Малалла”, “Исток”, “Союз”, “Югель”, “Новый мир” хуçалăхсене, Турханти психоневрологи интернатне, професси училищине ку енĕпе ĕçлĕ тата методика тĕлĕшĕнчен пулăшу кÿнĕ. Март уйăхĕнче ирттернĕ координаци канашĕн ларăвĕнче ĕçре сусăрланнă, професси енĕпе чирленĕ тĕслĕхсене тишкернĕ.

Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранĕсем патне уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрма тăрăшатпăр. Шел пулин те вĕсен йышĕ чаксах пырать. Паянхи куна вĕсем районта 171ĕн. Тăлăха юлнă çар служащийĕсен мăшăрĕсем 39. Ял тăрăхĕсен ĕçченĕсемпе вĕсен пурнăç условийĕсемпе интересленетпĕр.

Социаллă хÿтлĕх центрĕнче 7 уйрăм. Вĕсенче ĕçлекенсем ватă çынсемпе инвалидсене, сусăр ачасене килсенче пăхса тăрассине те тимлĕх уйăраççĕ. Граждансен вăхăтлăх пурăнмалли 2 уйрăмĕнче 29 çын хÿтлĕх тупнă. Унта условисем лайăх, килтинчен пĕрре те кая мар.

Çавăн пекех социаллă ĕçченсен ĕçне лайăхлатас тĕллевпе семинар-канашлусем ирттеретпĕр. Тата професси ăсталăхне ÿстерес ĕçре конкурс ирттерни те вырăнлă тесе шутлатпăр.

Çемьесемпе, ачасемпе ĕçлекен специалистсем çул çитменнисемпе калаçусем ирттереççĕ, йывăр вăхăтра кирлĕ пулăшу параççĕ.

Социаллă ĕçчен кирлĕ те сăваплă ĕç тăвать. Вĕсен тăрăшулăхне пула чыла-йăшĕ хÿтлĕх туять.

Ф. МАЙОРОВА,

районти социаллă хÿтлĕх пайĕн

заведующийĕ.

– Людмила Петровна, кашни ача хăйне май ыттисенчен уйрăлса тăрать. Ăна пăхса ÿстернĕ чухне кашнийĕнпе уйрăммăн ĕçлемелли куç кĕретех. Çакна тĕрĕсех палăртатăп пулас эпĕ.

– Тĕрĕсех. Шăпах çакна шута илсех-тĕр 2007 çулхи апрелĕн 28-мĕшĕнче Раççей Правительстви наци проекчĕпе килĕшÿллĕн хушу кăларнă. Кашни ачан сывлăхне çулталăкчен тĕплĕн сăнаса тăрас енĕпе диспансеризаци витĕр кăлармалла.

– Диспансеризаци пĕлтерĕшне уçăмлатсах калаймастăр-ши;

– Ача çуралсан пĕрремĕш уйăхĕнчех ăна невролог, окулист, ача-пăча хирургĕ, травматолог пăхса педиатр пĕтĕмлетни кирлĕ. Ачан вар-хырăмри органсене, пуç мимине, чĕрине УЗИ кăлараççĕ. Купарчапа пĕçĕ шăмă сыпписене тĕрĕслетпĕр, хăлхи илтнипе илтменнисене палăртатпăр. Çÿллĕшĕ, ÿт хушса пыни те пĕлтерĕшлĕ. Виççĕмĕш уйăхсенче юнпа шăка тĕрĕслеççĕ, каллех педиатрпа невролог пăхаççĕ. Кирлĕ пулсан реабилитаци мерисем йышăнатпăр. Çур çултан педиатрпа невролог тĕрĕслеççĕ. Тăхăр уйăхра хирург тепĕр хут пăхать. Шăл врачĕ канашсем парать. Чĕрине электрокардиограмма тăватпăр. Çулталăкран мĕн пур врач пăхать. Анализсем илеççĕ. Урăхла каласан чирсене çамрăкран тупса палăртса сиплеме пуçăнатпăр.

– Сиплев-сăнав оборудованийĕсем çитеççĕ-и;

– Тĕллевлĕ “Сывлăх” наци проектне, республика ертÿçисен, министерство ĕçченĕсен çаврăнăçулăхĕпе тавçăрулăхне пула тĕрлĕ йышши паха аппаратсемлĕ пултăмăр. Тĕслĕхе хăлха илтнине е илтменнине палăртаканнине çеç илер. Мĕн хаклăш тăракан оборудовани пирĕн кустра çеç пур тата ытти те.

– Иртнĕ çул 500 яхăн ача çуралнă. Пытармасăр каласан, çитĕнекен ăрура мĕнле чир ытларах палăрать;

– Чĕре, юн тымарĕсен, нерв системисен, вар-хырăм, пÿре чирĕсем палăраканнисем малтанласа сахалăнах мар. Анчах сиплев курсĕсем хыççăнах сывă ачасен йышĕ ÿссе пыни савăнтаратех.

– Ачасем, сывмар çураласси мĕнрен килет-ши;

– Чăн малтанах амăшĕн сывлăхлă пулмалла. Ăруран ăрăва куçса пыракан чирсем пулма пултараççĕ. Экологи те витĕм кÿретех.

– Патшалăх ача çуратакансене амăшĕн капиталне парать. Çакă çамрăк ăру çут тĕнчене килессин йышне ÿстерме пулăшать-и;

– Çуратаслăх ÿсрĕ.

– Ачасем патне тимлĕх уйăрасси ÿссех пырать. Районта ача-пăча консультацийĕн хушма çуртне хута яни те пысăк савăнăç. Маларах ĕçлекеннинче пÿлĕмĕ-сем пĕчĕкчĕ. Ĕç условийĕсем те тивĕçтерместчĕç.

– Тĕрĕсех. Çĕнĕ çуртра УЗИ тутарма та пулать. Палăртнă вăхăтра невролог ачасене йышăнать. Анчах педиатрсем патне кĕме черет пурах. Çулталăка çитмен ача е пысăкраххи вăрах вăхăт кĕтеймест-çав. Канăçсăрлăхне палăртса йĕме пуçлать.

– Ача пăхса ÿстерес ĕçе кашни ашшĕ-амăшĕ тивĕçлĕ тÿпе хывманни те пур.

– Тĕл пулаççĕ. Диспансеризацинчен пăрăнакансене те çаксен йышнех кĕртесшĕн. Сипленин усси пурах-çке. Тăватă ачана, акă, тÿлевсĕрех Хусанти, Мускаври медицина учреждени-йĕсенче операцисем тутарма тиврĕ. Министерство пирĕн ыйтăва кирлĕ пек тивĕçтерчĕ. Çавăн пекех хăш-пĕрисене инвалида кăларса патшалăх енчен укçа-тенкĕ илмелли хутсене тутарни те пулать.

– Районта педиатрсем çителĕк-сĕрри пĕрремĕш çул мар ĕнтĕ...

– Тĕрĕсех. Кашни специалист 800 ача сывлăхне тĕрĕслесе тăмалла. Пирĕн вара икшер пин ытла тивет. Ача “чĕлхине” ăнланас текенсем сахалăн.

– Çуралнă ача сывлăхлă çитĕнтĕр тесе кашни амăшĕпех йышăнура уйрăмшарăн калаçатăр. Кирлĕ литература вулама сĕнетĕр. Бюллетеньсем кăларатăр. Пĕтĕм тĕнчери ачасене хÿтĕлемелли кун йышăнура “Айболит” та пулчĕ. Вăл ачасене парнесемпе хавхалантарчĕ. Йывăр лару-тăрура çитĕнекеннисем валли кĕпе-тумтир пухатăр. Тата мĕнле сĕнÿсем паратăр вулакансене;

– Тĕрĕс апатлантарни, апат-çимĕçре кирлĕ витаминсем пулни, врач сĕнĕвĕсене вăхăтра пурнăçласа пыни ăс-тăн тĕлĕшĕнчен те, сывлăх енчен те çирĕп ачасем çитĕнтерме пулăшатех.

А. АСТРАХАНЦЕВА

калаçнă.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика