06 июня 2009 г.
Ашшĕпе амăшĕ ырă вăхăтра çуратнă Наиле: ача хăй çут тĕнчене килни çинчен янкăр уçă сассипе хыттăн кăшкăрса пĕлтернĕ чухне тавралăх çурхи чечексен пĕрремĕш илемĕпе капăрланнă, шалча тăррине çакнă хăтлă вĕлле çине ларса шăнкăрч çепĕç юрă шăрантарнă. Çурхи тĕнче, пĕтĕм тавралăх Хирти Пикшикри Зиатдин Низамовичпа Таиря Айнетдиновна Чинкинсен çем-йине çĕнĕ “кайăк” хушăннă ятпа серенада юрланăн туйăннă.
Çын пурнăçра мĕнлерех çул-йĕр суйласа илесси вăл хăçан çуралнипе тачă çыхăннă тесе ĕнентерме пăхаççĕ астрологсем. Çакăнпа килĕшессĕм килет, мĕншĕн тесен çав сăмахсенче чăнлăх сĕмĕ пур. Патăрьелĕнчи професси училищинчи физвоспитани преподавателĕ утса тухнă çул-йĕрпе тата унăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă хыççăн çав шухăш патне тепĕр хут тухрăм. Наиль Зиатдинович вăй-халĕпе ăсталăхĕнчен, шухăшлавĕпе тавракурăмĕнчен тĕлĕнмеллипех тĕлĕнес килчĕ. Ара, çуркунне çуралнă-скерĕн чун-чĕринче паян та çурхи талпăнуллă вăй çăл куç пек тапса тăрать мар-и; Çавăнпа ĕçĕсем те ăнса пыраççĕ унăн.
Училище администрацийĕпе пĕрле ĕçлекенсем эрне пуçламăшĕнче Наиль Зиатдиновича республикăри професси училищисем хушшинчи спартакиадăра вĕренекенсем те, ĕçлекенсем те тунă çитĕнÿсемпе саламларĕç. Аслисем пилĕк енпе ăмăртса иккĕмĕш вырăн çĕнсе илнинче Н. Чинкин физвоспитани ертÿçин тÿпи пурах çав. Вĕренекенсем вара 12 енпе ăмăртаççĕ. Вĕсен пĕтĕмлетĕвне туман-ха. Çавах çĕнтерÿçĕсен пьедесталĕ çине тухас шанчăк палăратех. Патăрьелсен ятне нихăçан та яман çитĕнекен ăру. Училище чысне Ю. Вуколов, А. Румянцев, И. Ярушкин, В. Тихонов ертÿçĕпе мастерсем, А. Медведев, Р. Багманов, Д. Маршев, Ю. Пласкин, Е. Майоров тата ытти вĕренекенсем хÿтĕлерĕç.
Спорта юратать, чунĕпе парăннă Н. Чинкин. Хăйĕн çак енĕ пулмасан ыттисене епле вĕрентĕн, спортпа туслаштарăн; Шкул вăхăтĕнчи Ф. Фазуллин физкультура учительне, тренерне паянхи кун та ырăпа аса илет. Ферид Гадизович пулман пулсан пурнăç çулне, тен, урăххине суйлатчĕ. Шкулта вĕреннĕ чухне ирĕклĕ майпа кĕрешессипе çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тунă Наиль Зиатдинович. Çавăнпа алла аттестат илсен пĕр тĕллев çеç тăнă: аслă шкулти физвоспитани факультетне çул тытасси. Хусанти патшалăх педагогика институтĕнчи студент çулĕсем хăвăрт иртнĕ. Кунта та кĕрешекенсен секцине çÿренĕ вăл. Иккĕмĕш курсра чухне Раççей спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне тултарнă. Институтри, республикăри, ун тулашĕнчи ăмăртусене хутшăннă.
Йăхра спорта юратакансем сахал мар: иккĕмĕш сыпăкри пĕр тăван Сеитпа Ахат Сиразетдиновичсем, ашшĕпе пĕр тăван пиччĕшĕ Минулла Низамович, тĕп килте пурăнакан шăллĕ Ильдус тата ыттисем те. М. Чинкин воспитанникĕ Г. Самитова (Галкина), акă, Пекинри олимпиадăра призер пулчĕ. Ăрăва малалла тăсакан Ильдус хĕрĕ Дахия Атăлçи тăрăхĕнчи ăмăртура чемпионка ятне тивĕçрĕ. Патăрьелĕнчи И. Алеев тренер патне çÿрет вăл. Шкул вăхăтĕнче Наиль пиччĕшĕ те çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тăватчĕ-çке.
Н. Чинкинăн преподаватель ĕçне кÿлĕнни виççĕмĕш теçетке пулать ĕнтĕ. Малтанах вăл Тутар республикинче виçĕ çул пĕр вăтам шкулта вăй хунă. Унтан професси училищине куçса килнĕ. Унтанпа та чĕрĕк ĕмĕр иртрĕ. Ĕç стажĕпе пĕрлех чысĕ те хутшăнчĕ. Район, республика ша-йĕнчи Хисеп грамотисемпе тав хучĕсем çителĕклех унăн. Чи сумли вара Раççей Федерацийĕн вĕрентÿ системин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ ятне тивĕç пулни. Ун пеккисене училищĕре пÿрне хуçса шутлама пулать.
– Коллективра авторитечĕ пысăк. Ачасем Наиль Зиатдинович урокĕсене кăмăлтан çÿреççĕ. Ĕçшĕн чунне парать вăл. Хăйĕн ырă тĕслĕхĕпе çитĕнекен ăрăва тивĕçлĕ воспитани парассине пурнăçра мала хурать, – тесе хак пачĕ училище директорăн вĕрентÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ И. Рубцова.
Ĕçри чи шанчăклă ĕçтешĕ, çывăх пулăшаканĕ вырăннех хураççĕ училищĕри В. Волковпа А. Адикин физвоспитани преподавателĕсем. Маларах пĕрле ĕçленĕ А. Антипов, В. Хамзин та Н. Чинкин пултарулăхне вырăна хурса хаклаççĕ.
Уроксем хыççăн секци заняти-йĕсене ирттерни, тренировкăсене тухни пулăшать те ĕнтĕ ÿсĕм хыççăн ÿсĕм тума. Тăрăшулăхне пулах аслă категориллĕ преподавателе çитрĕ.
Районта иртекен тĕрлĕ меро-приятинче судья е жюри членĕ пулнине сахал мар курнă Н. Чинкина. Кашнийĕнчех вăйă-конкурса тĕрĕс хак пама тăрăшать вăл. Çынна çукшăн кÿрентересси çук унра. Курайманлăх туйăмĕсене асăрхаман. Ăмăртăва хутшăнакансене хавхалантарнăçем хавхалантарса пырать.
Сывă пурнăç йĕрки çывăх преподавателе. Çитĕнекен ăрупа эрех-сăра ĕçни, пирус туртни сывлăхшăн сиенлĕ пулни çинчен сахал мар калаçу ирттерет вăл. Сиенлĕ йăласем физкультурăпа спортшăн ют пулнине хăй тĕслĕхĕпе çирĕплетет.
Çемьере те юратнă мăшăр, хисеплĕ атте Наиль Зиатдинович. Гельгине Минулловнăпа вĕсем хĕрпе ывăл çитĕнтерчĕç. Улмисем йывăççинчен аякка ÿкмерĕç. Гельназ хĕрĕ аслă шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Хусанти пĕр строительство фирминче ĕçлет. Çемьеллĕ. Эдик ывăлĕ Шупашкарти ял хуçалăх академийĕнче тăваттăмĕш курсра вĕренет. Вăл та ашшĕ пекех спортпа туслă. Хирти Пикшик ял, район уявĕсенче пĕр хутчен мар ирĕклĕ майпа кĕрешсе сумлă парнесене тивĕçнĕ. Республикăри ăмăртусенче çĕнсе илнĕ Хисеп грамотисем те пур.
Çак кунсенче Наиль Зиатдинович 50 çул тултарчĕ. Çур ĕмĕр чикки уншăн пухмача пухнă ĕç ăсталăхĕн пуххи çеç пултăр. Вĕресе тăракан вăй-халпа малашне те туллин усă курса спорт мастерĕсен кандидачĕсем, мастерĕсем хатĕрлеме сывлăхĕ хушăнсах пытăр. Çемьери килĕшÿ мăнукĕсемшĕн те упрантăр.
А. АСТРАХАНЦЕВА.