АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕрентĕмĕр тăрăшса

06 июня 2009 г.

Аякранах курăнса ларать Кивĕ Ахпÿрт шкулĕ. Икĕ хутлă шурă çурт. Шкул умĕнче илемлĕ хурăнсемпе чечексем ешереççĕ. Кашни кунах ачасене хăй патне тарăн пĕлÿ илме йыхăрать тăван шкул. Çак шкултан паллă çынсем нумай вĕренсе тухнă. Кунта ăс пухнă ачасем пултаруллă учитель, инженер, тухтăр, строитель, профессор... пулса тăнă. Шкул пуриншĕн те иккĕмĕш кил, ăс-хакăл вучахĕ. Пурнăçра епле çулпа утмаллине те вĕрентет, тĕрлĕ наука никĕсне те тупма пулăшать. Шкул çулĕсем – чи хаваслă та хаклă вăхăтсем. Манăн пĕрремĕш вĕрентекенĕм М. Ярусова. Миçе çул ĕнтĕ вăл çамрăк ăрăва тарăн пĕлÿ парассишĕн тăрăшать. Çут çанталăка юратма, упрама вĕрентет. Математика – ăс-тăна аталантарма пулăшакан предмет. Шкул ачисем те çакна аван туяççĕ, ăна юратса вĕренеççĕ. Кашни çулах шкулта чăваш чĕлхипе литература эрни иртет. Шкулти ачасем районти олимпиадăсене те хастар хутшăнаççĕ. Тĕрлĕ кружок ачасен хавхаланăвне ÿстерет. Теннис, шашка-шахмат, “Çамрăк литератор”, “Çамрăк математик”, “Çамрăк информатик”, “Ăста алăсем” кружоксем ĕçлеççĕ. Спортпа та пултаруллă вĕренекенсем. Ра-йонти ăмăртусене те тăтăшах хутшăнаççĕ. Кăçал юратнă шкулăмăрта эпĕ юлашки çул ăс пухрăм. Кунта манăн ачалăхри ырă самантсем, пĕрремĕш юрату куççулĕ, савăнăç.

С. АРЛАНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика