06 июня 2009 г.
Ветерансем патĕнчеПатăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулти саккăрмĕшсем О. Куд-ряшова учительницăпа пĕрле Н. Макашина, С. Гайнуллин ĕçпе вăрçă ветеранĕсене Аслă Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе саламлама ятарласа вĕсен килĕсене çул тытрĕç. Шкул ачисем хăйсене саламлама килнине пĕлсен чунтан хĕпĕртерĕç. Ветерансем çамрăк хăнасемпе калаçса ларса кăмăлĕсене тултарчĕç. Вĕренекенсем вĕсене юрă-сăвăпа савăнтарчĕç.
Надежда Герасимовна хăйĕн пултарулăхĕпе хастарлăхне йăлтах çитĕнекен ăрăва панă. 61 çул – педагогика стажĕ. Вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухнă пехотăри паттăр связистка паян та вĕрентекен. Хăй тавра пуçтарăнса тăнă ачасене çакăн пек сĕнсе калани чылайлăха асра юлĕ:
– Ырă çын пулăр! Ырăлăх кайран хăвăр патăрах таврăнать. Ырă ĕç ытларах тăвăр. Ырă ĕçшĕн хăвăр кăна мар, ыттисем те савăнĕç. Аçăр-аннĕре хисеплĕр. Юлташсемпе туслă пулăр, пĕр-пĕриншĕн кар тăрăр.
Султан Гибадуллович та ватă салтак.
– Рядовой салтакран пуçласа аслă лейтенанта çитрĕм. Тăван çĕр-шыв, тăван халăх, юратнă кил-йыш ятне ямарăм. Вĕренÿ тата вĕрентÿ енĕпе ĕçленĕ чухне мĕн пур ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлама тăрăшрăм, – терĕ вăл çамрăксене хăйĕн пурнăçĕпе паллаштарнă май.
Каласа кăтартмалли татах та нумай-çке.
Пĕр-пĕрне ырлăх-сывлăх сунса тулли кăмăлпа уйрăлчĕç тепĕр тĕл пулуччен.
Г. ХЛЕБНИКОВА.