АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йывăр тăпрана туймасăр канлĕ çывăрăр

06 июня 2009 г.

Хăналăх пурнăçа никам та ĕмĕр ырă курма килмест. Пĕри маларах, тепри каярах çут тĕнчерен уйрăлать. Хисеплĕ ватлăх çулне çитсе хăйсем хыççăн ырă ят хăварнă, мăнуксене утьăкка сиктерсе ÿстернĕ кукамайсемпе кукаçисем, асанне-асаттесем яланлăх тĕнчине куçнăшăн çамрăк виле пекех чĕре ыратиччен пăшăрханмастăн. Кунпа пурте килĕшеççĕ пулĕ. Сакăр-тăхăр теçеткене çитнĕ ватăсем хăйсемшĕн канлĕх тупса çамрăксене пулăшса пыччăр тесе çеç кĕл тăватăн. Çуркуннехи хитре чечек пек, тĕрекленсе çитнĕ юман пек вăхăтра сасартăк, кĕтмен-шутламан çĕртен пиртен яланлăхах уйрăлса кайнисемшĕн вара чĕре те пăчăртанса ыратать. Масар çине кайса вилнисене асăнса кĕл тумалли шăматкун вĕсем пĕрин хыççăн тепри куç умне чĕрĕ чухнехилле туха-туха тăраççĕ... Вилнисене асăнмалли кун хăшĕсене ятран аса илем-ха.

Сăваплă вырăнта шăплăха çурса кайăксем юрлаççĕ. Чиркÿри евĕр темиçе саспа шăрантараççĕ вĕсем кĕвве. Аяккарах куккук хăй сассине чĕтрентерсе кăларать. Вилнисене Турă çырса панă çулĕсене черетпе шутласа çырлахтарать-ши;

Хăрушлăха та, шиклĕхе те туймасăр Туçа масарĕпе утатпăр. Йăлана кĕнĕ йĕркепе чăн малтанах аттепе анне вил тăпри умĕнче чарăнтăмăр. Палăксен йĕри-таврашне тирпейлесе çеçкесене кăпкалатрăмăр, шăвартăмăр.

– Пехил, ачамсем, пурне те пирĕн тăпра çине курăк пусма паманшăн, çулăрсем такăр, ĕçĕрсем ăнса пыччăр, – тенĕн туйăнчĕ. Тăхăр çулта шупкаланма пуçланă сăн ÿкерчĕкрен кăн пăхрĕç вĕсем манпа килнĕ кин çине. Шел, мăнукĕсен мăшăрĕсене кураймарĕç вĕсем.

Сирĕн ура вĕçнелле, акă, пирĕн çемьери пур ачана та вĕрентнĕ ытарайми, нихçан манăçми пĕрремĕш учительница Вера Константиновна Сугутская хăйĕн мăшăрĕпе – Петр Павловичпа юнашар вырăн тупнă.

Аякрах мар пукане пек Таня Кузнецова синкерлĕ шăпапа сасартăк вилсе кайрĕ. Хамăр касрах, çурт çумĕнче вылясах ÿсрĕ вăл. Пĕчĕккĕллех хăй çулхисемпе ачалла, ваттисемпе мăн çын пек калаçатчĕ. Паян Таня пиçсе çитнĕ çырлаччĕ ĕнтĕ, çитес çул пурнăç çулĕ çине тăмаллаччĕ... Мĕн пысăкăш хуйхă тÿссе ирттерчĕ ĕçтешĕмĕр çемйи...

Çак масартах кÿршĕри Зоя, Наçтук аппасем, ытти тăван-пĕтен, хăта-тăхлач... Урăхла каласан – пурте паллакансем темелле. Юратнă кĕрĕвне вара çĕнĕ масарта пытарчĕç. Хуйхă çине суйхă пулсах тăчĕ. Сирĕн хыççăн пилĕк çултанах сыв пуллашрăмăр юратнă çынпа. Паян вăл пирĕнпе юнашар пулманни çемьене çеç мар, пурне те сисĕнет. Иртнĕ çул вăл кукаçи пулчĕ! Лиза мăнукăмăра, ытти мăнуксене сывлăхпа ÿсме пулăшсамăрах ĕнтĕ. Эпир вара сире пурне те асăмăртах тытатпăр. Пурте йывăр тăпрăра туймасăр канлĕ çывăрăрах.

А. ЕГОРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика