АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Хыпар хаçатсăр ан юлăр

06 июня 2009 г.

Çирĕм пĕрремĕш ĕмĕр пуçламăшĕ этемлĕхе çĕнĕ технологисем парнелерĕ. Калăпăр, интернет, телекуравпа радион вун-вун каналĕ – информаци илмелли хăватлă çăл куçсем. Апла пулин те чăваш халăхĕн тĕп хаçачĕ “Хыпар” хăйĕн обществăри витĕмне çухатмарĕ, пин-пин çемьешĕн чи юратнă кăларăмах пулса юлчĕ. Вăл тăван халăхăмăра малашне те тулли хыпарпа тивĕçтерĕ, республикăри, Раççейри, тĕнчери çĕнĕлĕхсене вăхăтра тата пахалăхлă пĕлтерсе тăрĕ.

Хăвăрт аталанса пыракан самана таппинчен юлас мар тесен “Хыпар” хаçата 2009 çулăн иккĕмĕш çурри валли çырăнма ан манăр. Васкăр, çырăнтару вĕçлениччен шутлă кунсем юлчĕç. Эпир мĕн чухлĕ йышлăрах – çавăн чухлĕ вăйлăрах, хăватлăрах. Пĕрле чухне йывăрлăхсене çăмăлрах çĕнтерĕпĕр, çĕнни, пахи, ырри патне сулмаклăрах талпăнăпăр.

“Хыпар” хаçата Раççей почтин мĕн пур уйрăмĕнче июнĕн 25-мĕшĕччен çырăнтараççĕ. “Хыпарăн” çур çуллăх хакĕ: почта уйрăмĕнче – 456, 60 тенкĕ, “Хыпар” – шăматкун» – 152,52 тенкĕ, “Чăвашпичет” киоскĕсенче кулленхи “Хыпар” – 270 тенкĕ, “Хыпар” – шăматкун» – 135 тенкĕ.

“Хыпар” издательство çурчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика