АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йыхрав пултăр пурсăра, Атьăр пурте уява!

11 июня 2009 г.

Июнĕн 12-13-мĕшĕсенче – районти «Акатуй-Сабантуй»

Хисеплĕ ентешсем, хăнасем!

Сире йăлана кĕнĕ “Акатуй-Сабантуй” уявĕпе чĕререн саламлатăп! Ăна эпир çулленех çурхи уй-хир ĕçĕсене вĕçленĕ хыççăн ирттеретпĕр.

“Акатуй-Сабантуй” тĕрлĕ наци çыннисен ĕçлевпе туслăх уявĕ пулса тăчĕ. Вăл халăхăн ырă йăлисене, юрри-ташшине илсе пирĕн халăхăн аваллăхĕпе пуласлăхне пĕрлештерекен йĕр, Патăрьел районĕнчи тĕрлĕ халăхăн пĕрлĕх символĕ пулса тăчĕ.

Патăрьел çĕрĕ çинчи ăс-хакăл, тăванлăх, ăнланулăх çăл куçĕсем нихăçан та типмĕç. 58-мĕш “Акатуй-Сабантуй” вара çĕнĕ ĕçсем пуçлама хавхалантаракан вăй пулса юлĕ.

Кăçалхи уява Раççейри Çамрăксен çулталăкне, Чăваш Енри Çĕр ĕçченĕн çулталăкне халалланă. Çак паллă çулталăкра çемьен ырă йăлисем, халăх йăли-йĕрки çине тимлĕрех пăхасси малалла лайăхланĕç, наци культури, ырă ĕçсем тăвасси малалла аталанĕç.

Сире телей, çирĕп сывлăх сунатăп. Çемьере ырлăх, тăнăçлăх, çителĕклĕх пултăр!

Пурне те йăлана кĕнĕ уява йыхравлатăп.

Патăрьел район пуçлăхĕ Н. ГЛУХОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика