11 июня 2009 г.
Вырсарникун 13 ял тăрăхĕнче ял уявĕсене паллă тунă: Алманчă, Патăрьел, Аслă Чемен, Турхан, Нăрваш Шăхаль, Çĕнĕ Ахпÿрт, Первомайски, Шăхач, Сăкăт, Кзыл Чишма, Туçа, Тăрăн, Çĕньял.
Район пуçлăхĕ Н. Глухов Патăрьелĕнчи, Çĕньялти, Аслă Чеменри, Нăрваш Шăхалĕнчи, Первомайскинчи, Чăваш Ишекĕнчи уявсене çитсе халăха саламланă. Мĕн пур ял тăрăхĕсен уявне райадминистраци представителĕсем, район, ял тăрăх депутачĕсен Пухăвĕсен депутачĕсем, предприяти, организаци, учреждени, хуçалăх ертÿçисем хутшăннă.
Ял уявĕсенче ĕç итогĕсене пĕтĕмлетнĕ, художество пултарулăх ăстисем, ял таланчĕсем, чăваш эстрада çăлтăрĕсем концерт кăтартнă. Ĕçре малта пыракансене чысланă, парнесемпе хавхалантарнă. Çак кун лайăххисенчен лайăххисем, вăйлисенчен вăйлисем спорт ăмăртăвĕсенче пултарулăхне кăтартнă. Уявсене ватти те, вĕтти те хутшăннă, кăмăллă каннă. Пур çĕрте те суту-илÿ ярмăрккисем ĕçленĕ, халăх ыйтăвне туллин тивĕçтернĕ. Столовăйсенче чăваш апат-çимĕçне тутанма май пулнă.
Паянхи куна мĕн пур ял тăрăхĕсенче ял уявĕсене ирттересси вĕçленнĕ. Халĕ пурте районти 58-мĕш “Акатуя-Сабантуя” хатĕрленеççĕ. Паллă ĕнтĕ, вăл июнĕн 12-мĕшĕнче ачасен уявĕпе пуçланать. Тĕп “Акатуй-Сабантуй” – июнĕн 13-мĕшĕнче.
А. АЛЕКСЕЕВ.