11 июня 2009 г.
Тĕнчери кризис тапхăрĕнче чылай çĕрте укçа-тенкĕ енĕпе çаврăнăш тума йывăрри пирки калаççĕ. Ĕç ук-çине вăхăтра тÿлеймен тĕслĕхсем те сахал мар.
Ку тĕлĕшпе хальлĕхе пирĕн районта, куçăхтарас марччĕ, çакнашкал лару-тăру тесе пĕтĕмлетеймĕн. Статистика кăтартăвĕсем тăрăх ĕç укçи парса çитереймен тĕслĕхсем çук. Кăçалхи пĕрремĕш кварталта пĕчĕк предпринимательлĕх субъекчĕсене шута илмесĕр организацисенче вăтамран уйăхне 7998 тенкĕ шалу илнĕ. Ку вăл иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 16,7 процент ытларах.