11 июня 2009 г.
Санэпидемкомиссийĕн черетлĕ ларăвĕ “Республика халăхне 2005-2010 çулсенче ĕçмелли шывпа тивĕçтересси” тата “Ĕçмелли шыв. Централизациленĕ системăрипе усă кураканнин пахалăхĕн гигиена требованийĕсем” йышăнусене мĕнле пурнăçа кĕртсе пынине тишкерчĕ. Районта республикăн тĕллевлĕ программине пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе ĕç пырать. Талăкра 600 тăваткал метр шыв тасатакан сооружени тума республика бюджетĕнчен 15 миллион тенкĕ укçа уйăрнă. Унăн корпусне хăпартнă, шыв тасатакан икĕ лини вырнаçтарнă. Вырăнти бюджетри 300 пин тенке Патăрьелĕнчи Гагарин урамĕнчи шыв пухăнакан вырăна тума уйăрнă.
Пахалăхлă шывпа тивĕçтерес ĕçре çитменлĕхсем те пур-ха. Район халăхĕ шыва çăлсенчен илет. Пурăнакансен 18,7 проценчĕ централизациленĕ шывпа усă курать. Ĕçме, апат пĕçерме ытларахăшĕ пусса çÿрет.
Шыв пахалăхне тĕрĕслени лайăххипе савăнтармасть. Хими тата биологи хутăшĕсем çĕртен сăрхăнса ăна варалама пăхаççĕ.
Районта тĕллевлĕ программăна малашне те пурнăçа кĕртсе пырас, шывпа усă курнă чухне инфекциллĕ чир-чĕр сарăласран сыхланас тĕллевпе лару тивĕçлĕ йышăну турĕ.
Кун йĕркинчи тепĕр ыйту та çивĕч пулчĕ. Грипран хÿтĕленмелли мерăсем çинчен пычĕ калаçу. Тĕнчери сывлăх сыхлав организацийĕн официаллă кăтартăвĕсемпе май уйăхĕн вĕçĕ тĕлне 44 çĕр-шывра лаборатори тĕрĕслевĕпе А (HINI) гриппа 12043 çын чирленĕ. Вĕсенчен 86-шĕ вилнĕ. Раççей Федерацийĕнче те икĕ çынра вирус тупнă.
Санэпидемкомисси ларăвĕ грипп эпидемийĕ вăхăтĕнче пурнăçламалли мероприятисен планне çирĕплетрĕ, оперативлă штаб йышне яваплă çынсене кĕртрĕ, профилактика мероприятийĕсене палăртрĕ. Комисси ларăвне унăн председателĕ, район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р. Селиванов ертсе пычĕ.
(Хамăр корр.).